Алран кайтăр тесе çеç...

ÇАПЛА калама пулать Асанкассипе Пăчăрлă Пашьел масарĕсем çинчи арăш-пирĕшлĕхе курсан. Кам ашкăннă-ши кунта? Ял çыннисем - пуçару бюджечĕпе усă курса - масар çинчи çỹллĕ ỹснĕ йывăçсене касма предпринимателе тара тытнă пулнă. Анчах та вăл çак пысăк яваплă ĕç ача вăййи çеç тесе шутланă пулмалла: йывăçсене хĕрессемпе палăксем патнех йăвантарнă, илсе тухма вăхăт тупайман. Вил тăпри картисене иле-иле пăрахнă.

Контракт сумми - 2 миллион та 839,5 пин тенкĕ. Çак укçана тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе илмелле. Яваплăха туйман предприниматель пирки хыпар районти прокуратурăна та çитнĕ. Вырăна кайса тĕрĕсленĕ хыççăн подрядчик хăйĕн айăпне йышăннă, икĕ ял масарне те 10 кун хушшинче тирпейлеме шантарнă.



22 мая 2026
17:03
Поделиться