Амăшĕпе хĕрĕ - чăн-чăн патриотсем
Салтакăмăрсене пулăшассине яланхи тивĕç вырăнне хурса йышăнакан граждансем пирĕн хушăмăрта сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Анат Чаткасри райпо магазинĕнче вăй хуракан Ираида Синелева. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах Ираида Петровна ентешĕмĕрсем валли гуманитари япалисем пухас акцире хастарлăх кăтартать. Хăй аллипе тунă консервацие, çавăн пекех какай тушенкине (ещĕкĕ-ещĕкĕпех!) , çăмартана (витри-витрипех!) тата ытти апат-çимĕçе хỹтĕлевçĕмĕрсем валли парса ярать, пулăшу кассине укçа хывать.
- Раççей салтакĕсем - тутă хырăмпа çапăçсан Çĕнтерĕве хăвăртрах çывăхлатĕç, - тет вĕри чĕреллĕ волонтер.
Ираида Петровнăн хĕрĕ те - Оксана Мишурова - фронтпа госпитальсене пулăшсах тăрать. Тăватă ача амăшĕ, апат-çимĕç пухса панисĕр пуçне, çăмăл машинипе Шăмăршăран Анат Чаткаса маскировка сечĕ çыхмалли материала кỹрет, хатĕр хỹтлĕх каррисене тата ытти гуманитари япалисене ялтан округ центрне илсе çитерет. Оксана Леонидовна пулăшăвĕ - пĕрлехи ĕç-пуçа хăвăртлатакан сисĕмлĕ витĕм.
Çакăн пек патриотсемпе, чăннипех те, мăнаçланатпăр.
Л.Николаева,
Анат Чаткасри волонтерсен ушкăнĕн ертỹçи.