Анатолий УХТИЯРОВ: «Мĕнпе хаклама, мĕнпе виçме пулать-ши тăван ял туртăмне...»
ВУЛАМА тытăнсанах, пирвайхи йĕркесенчех «Родимый край - село родное» кĕнеке чуна тыткăна илчĕ, вара юлашки страницăна уçиччен тепĕр ĕçе тытăнма кăмăл та юлмарĕ. Çывăх паллакан ентеш çырни паян кунчченех чун-чĕрене çав-çавах тĕлĕнмелле манăçлантарса савăнтарать. Кĕнекен хыçалти хуплашкине хупсан чунра тем ăшă-ăшă пулса кайрĕ. Унтан тĕрлĕ шухăш пуçа кĕрхи тăман пек хуллен-хуллен шуса кĕме тытăнчĕ. Тарăн шухăш авăрне туртать çав кĕнеке.
Анатолий Ухтияровăн «Родимый край - село родное» хайлавĕн уйрăм сыпăкĕсем маларах пирĕн район хаçатĕнче пичетленсе пынăччĕ, вĕсене вулакансем пысăк хак панăччĕ. «Ухтияров - хăй сисмесĕрех - район хаçачĕн тиражне ỹстерме пулăшрĕ», - тенĕччĕ пĕр планеркăра Петр Фомин редактор.
Тахçантанпах кĕтнĕ кĕнеке Шупашкарти «Чува- шия» издательствăра 3 пин экземплярпа çапăнса тухсан, Анатолий Ильич типографи сăрĕн шăрши те сĕвĕрĕлсе çитмен «чун çимĕçне» пирĕн редакцие çĕклемĕпе йăтса килчĕ. Пурне те - редактортан пуçласа техничка таранах - алă пусса парнелерĕ, хăйĕн савăнăçне пирĕнпе пайларĕ.
Акă унтанпа 30 çул та шавласа-кĕрлесе иртсе кайрĕ. Çак кунсенче эпĕ кĕнеке авторĕпе ятарласа тĕл пултăм: шăкăл-шăкăл калаçу «Родимый край - село родное» тавра пуçланчĕ те хальхи пурнăç çине те куçса кайрĕ.
- Анатолий Ильич, Эсир - республикăри паллă таврапĕлỹçĕсенчен пĕри, пысăк авторитет. Калăр-ха, «Родимый край - село родное» кĕнекене çырас шухăш хăçан çуралчĕ тата çыру ĕçĕнче йывăрлăх курмарăр-и?
- Эпĕ ача чухнех тăван ял, район историйĕпе хытă интересленеттĕм. Çак ĕçпе хамăн шăллăма Ильяна та «чирлеттертĕм». Калăр-ха мана - мĕнпе хаклама, мĕнпе виçме пулать-ши тăван ял туртăмне? Çак шухăша тĕпе хурса эпĕ ял-йыш кăмăлне тивĕçтерекен кĕнеке çырма тĕллев лартрăм.
Манăн кĕнеке 3 пин экземпляр тиражпа патшалăхăн «Чувашия» издательствин типографийĕнче çапăнса тухрĕ. Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн, 25 экземплярне издатель патшалăхăн тĕрлĕ структурине - çав шутра В.И.Ленин ячĕллĕ Раççей патшалăх библиотекине те - ярса пачĕ. Çапла вара, манăн тăвал ял - Виçпỹрт Шăмăршă çинчен çĕр-шыври тĕп библиотекăра та вулама пултараççĕ. Мускавра командировкăра пулнă чух вулав залĕнче ятарласах «Родимый край - село родное» кĕнекене ыйтса илтĕм. Çак кĕнекене вулакан йышлă пулни çинчен пĕлтерчĕç те мана, чун савăнчĕ, çуралнă ялпа, районпа, тăван халăхпа мухтанас туйăм çуралчĕ.
«Родимый край - село родное» кĕнекене типографире пичетлесе кăларма пулăшнăшăн хамăрăн хисеплĕ ентеше - Виçпỹрт Шăмăршăн мухтавлă çыннине Петр Николаевич Муллин мецената чĕререн тав тăватăп.
- Эсир хăвăрăн кĕнекĕрте Виçпỹрт Шăмăршă çинчен çырнипе çеç çырлахман, Шăмăршă районĕн кун-çулне те çутатма тăрăшнă. Эпĕ те çак кĕнеке Шăмăршă çинчен çырнă чи паллă ĕç тесе шутлатăп.
- Кун пек калани сăпайлах мар пулин те, кĕнеке анлăшĕ пысăк пулнине ытти вулакансем те палăртаççĕ. Архивсенче питĕ нумай ĕçлесе, ваттисемпе куçа-куçăн калаçса историшĕн çав тери хаклă материала пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтартăм темелле. Шăмăршă ялне йĕркелесе янă Чюрейка Семкин, Ялмакайка Тинбаев, Михайка Бичишев, Аккузейко Янисев, Тоилка Толубаев, Максимка Питдиков, Ахмолка Аксарин, Бибахтка Генибеков... Пурне те асăнса тухайăн и вара? Архив кăтартăвĕсем тăрăх, вĕсем 1642-çулта кунта пурăннă. Кокшайск уесĕн Чемурша вулăсĕнчен куçса килнĕ. Вĕсем çинчен манăн кĕнекери «Бабачко Кулохматов и Пойка Тонаев - шемуршинцы»; «Церковь Рождества Христова села Шемурша», «Карлинский вал» пайсенче вуласа тĕплĕнрех пĕлме пултаратăр.
- Анатолий Ильич, Сирĕн кĕнекере икĕ паллă ученăй - истори наукисен докторĕ Василий Дмитриевич Димитриев (рецензент) тата филологи наукисен докторĕ Михаил Романович Федотов пысăка пырса хурса хакланине пĕлетĕп. Кĕнеке дизайнерĕпе художник-орфомителĕ - Чăваш Республикин халăх художникĕ Владимир Иванович Агеев.
«Анатолий Ильич, Эсир историе çав тери тарăннăн тĕпчени, «хывăх» хушшинче «ылтăн» пĕрчĕ шыраса тупма пултарни савăнтарать.Сирĕн пысăк ученăй пулмаллах!» - тесе каланине те çынран илтнĕ. Михаил Романович вара «Родимый край - село родное» кĕнеке авторĕ Владимир Бараев-Сĕркке ячĕллĕ премие тивĕç тесе çирĕплетсех каланă.
- Историе тем пек юрататăп пулсан та, урăх енĕпе кайрăм, юридици наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хỹтĕлерĕм. Нумай çул хушши республикăри власть органĕсен аппаратĕнче тăрăшрăм.
Эпĕ тỹрремĕнех хутшăннипе хатĕрленĕ «Чăваш Республикинче çут çанталăкпа тата çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курмалли йĕрке», «Чăваш Республикин административлă территори йĕркеленĕвĕ çинчен», «Чăваш Республикинче Президент постне туса хурасси çинчен» тата ытти нумай саккун вăя кĕчĕ.
Çакна та каласа хăварам: «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн проектне туса хатĕрленĕ çĕрте те манăн тỹпем пур.
Виçпỹрт Шăмăршăпа Анат Чаткас ялĕсен статусне улăштарма, документсенче «ял» вырăнне «сала» тесе çыртарма нумай тăрăшма тиврĕ. Паянхи статус истори чăнлăхĕпе килĕшсе тăрать.
- Шăмăршă районĕн энциклопедийĕнче Виçпỹрт Шăмăршăра Иккĕмĕш Александр патша палăкĕ ларнине асăннă. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, историри çак пулăма та архивра Эсир шыраса тупнă.
- Чăнах та, 1913-çулта пирĕн Виçпỹрт Шăмăршăра вырăнти священник Степан Павлов пуçарнипе Иккĕмĕш Александр императора чысласа палăк лартнă. Халăх хисеплекен çак патша 1861-çулта Раççейре крепостла йĕркене пăрахăçланипе мухтава тухнă.
Шăмăршă районĕн энциклопедине асăнтăр пулсан, унта кĕртнĕ темиçе статьяна эпĕ хатĕрлесе патăм. Тăван район историне çырма хутшăнасси хамăн таса тивĕç тесе шутлатăп.
- Пĕрре те канма пĕлместĕр вĕт-ха Эсир! Иртнĕ çул Шупашкарта «Наши предки и сородичи» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Çак кĕнеке икĕ пысăк наградăна - Гурий Вантер тата Куçма Элле ячĕллĕ Дипломсене тивĕçни те Шăмăршă районĕн ятне-сумне ỹстерет. Эпир Сирĕнпе мухтанатпăр, Сирĕнтен тĕслĕх илме тăрăшатпăр. Эсир хавхалантарнипе тата пулăшса пынипе, çамрăк таврапĕлỹçĕ Николай Юманов та питĕ интереслĕ кĕнеке кăларма пултарчĕ.
«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ таврапĕлỹçĕсен ĕçĕсене хапăл тусах пичетлет, «Истори страницисене уçсан...» рубрикăпа интереслĕ статьясем çутă кураççĕ.
Эппин, Виçпỹрт Шăмăршă чăвашĕ - Анатолий Ухтияров чĕртнĕ «кăвайт» сỹнмест-ха, «Родимый край - село родное» кĕнеке ум сăмахĕнче пехиллесе каланă пек: «Телей те ăнăçу пултăр сире, ентешĕмсемпе хаклă вулаканăмăрсем!»
- Çапла пултăр!
Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.