Андрей КОКУРКИН: «Объектсене вăхăтра хута ярасси - тĕп тĕллев»
МАЙ уйăхĕ хĕвеллĕ кунсемпе çеç мар, Шăмăршă муниципалитет округĕнче хĕрỹ ĕç пуçланса кайнипе те «вĕри» шутланать. Фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем хирте васка-васка тырă акаççĕ, килти пахчасенче çĕр улми лартаççĕ. Çул тăвакансем вара темиçе участокра хĕрỹ ĕçе пуçăннă.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин каланă тăрăх, Шăмăршăри Ленин урамĕнчи çула «Транспорт тытăмне аталантарасси» программăпа - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хăрушлăхсăр çулсем» проекчĕпе килĕшỹллĕн - тĕпрен юсаççĕ. Подрядчикĕ - «Универсал» ООО. Паянхи куна подрядчик кивĕ асфальта хăйпăтса çĕннине сарма вырăн хатĕрленĕ, çавăн пекех тротуарпа çул аяккине сарнă чула (бортовые камни) сỹтсе тасатнă.
- Мĕн пур ĕç графикпе килĕшỹллĕн пулса пырать, - пĕлтерчĕ Андрей Анатольевич. - Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак объекта хута ямаллах.
Центрти Октябрь урамĕ. Кунти çула юсаса тухнă ĕнтĕ, çак ĕçе пуçару бюджечĕ пулăшнипе тунă. Унччен шăтăк-путăклă, çуран та, машинăпа çỹреме те кансĕр пулнă çул паян - хулари пек яка. Çак илеме упрасчĕ, çĕмĕрсе пĕтерес марччĕ.
- Умра тепĕр пысăк ĕç тăрать: часах Западная урама Комбинат тăрăхĕпе (паççулккипе)çыхăнтаракан кĕпере тĕпрен юсама пуçăнатпăр, - терĕ округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ. - Подрядчик - «Казмостдорстрой» ООО - ĕçе тытăнма хатĕр. Çак кĕпер кăçалхи чи пысăк объект пулĕ, ăна сентябрĕн 10-мĕшĕччен хута яма палăртнă.
Ив.САЛАНДАЕВ.