Анжела Иванова - регион призерĕ!

Регионти «Чăваш Республикин паттăрĕсен цифра картти» конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Чăваш Енри çамрăк армеецсемпе шкул ачисем йышлăн хутшăннă. Вĕсем хăйсен ĕçĕсенче хальхи вăхăтра Тăван çĕр-шывăмăра хỹтĕлекен ентешĕмĕрсем çинчен каласа панă. Кашни ĕç - Çĕр-шывăмăрăн паттăрĕсене асра хăвармалли пысăк тỹпе.

12-14-çулсенчи участниксем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Анжела Иванова (ертỹçи - директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Валентина Кузьмина) 3-мĕш вырăн йышăннă. Анжелăпа Валентина Павловнăна ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх тата малашлăхра çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр.

Г.Кудрявцева.



22 мая 2026
16:55
Поделиться