Черетре - соя

КИВĔ ШĂМĂРШĂРИ Юрий Лепешкин фермер хуçалăхĕнче 100 гектар - урпа, 140 гектар хĕвел çаврăнăш акнă. Çак ĕçре Юрий Алексеевичăн ашшĕ - Алексей Петрович - пысăк тăрăшулăх кăтартать. Патăрьел тăрăхĕнчи паллă механи- затор хăйĕн ывăлне те çĕр ĕçне юратма вĕрентет.

- Черетре - соя, - терĕ Юрий Лепешкин фермер. - Çĕр ăшăнса çитессе çеç кĕтетпĕр. Çак культура 200 гектар йышăнĕ.

Хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Пур культурăна та минерал удобренийĕпе усă курса акаççĕ.

С.ЯСТРЕБОВ.



22 мая 2026
16:52
Поделиться