Чи хакли мĕн вăл?

Иртнĕ тунтикун вĕренỹ эрнине округ шкулĕсенче, яланхи пекех, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Ялавĕсене çĕкленинчен тата Патшалăх Гимнĕсене янратнинчен пуçларĕç.

«Кирли çинчен - калаçу» занятире вара «Пире пĕрлештерекен хаклăхсем» темăна халалларĕç. Вĕренекенсем класс ертỹçисем ертсе пынипе пĕр-пĕрне ăнланма пулăшакан хаклăхсем пирки пуплерĕç. Вĕсем: Раççей культури, ĕç, ырă чунлăх, çемье, вĕренỹ, халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхĕ, Тăван çĕр-шывăмăршăн яваплă пулни.

Çитĕнекен ăру кăмăл-сипет, патриотизм паянхи куншăн питех те кир- лине ăша хыврĕ, вĕсем шăпах пĕр-пĕрне хисепленинчен, яваплăхран, ыттисене пулăшма хатĕрринчен пуçланнине ăнланчĕ.

Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче çакнашкал калаçусен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк.

Л.Гордеева,

округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ.



22 мая 2026
17:08
Поделиться