Эх, Шăмăршă кĕперĕсем!
КАШНИ çулах мĕн те пулин çĕннине тăватпăр, киввине юсатпăр пулин те - тумалли тупăнсах тăрать. Акă кĕперсенех илер. Пирĕн вулакансем Шăмăршăри Заводская урамран Овражная урама çуран каçмалли (пĕрремĕш пăралук) кĕпер йăлтах юхăнни çинчен пĕлтереççĕ. Западная урампа Комбинат тăрăхне çыхăнтаракан кĕпере те (унпа Заречная, Октябрь - 70 çулта, Луговая, Корчагин урамĕсенче пурăнакансем те, Энтĕрьел ялне çỹрекенсем те усă кураççĕ) тĕпрен юсамалла.
Кивĕ Чукал çыннисем вара Ленин урамĕнчи кĕпер часах ишĕлсе анасран шикленеççĕ. Инкек пуласса кĕтес марччĕ, май тупса, кĕперсене юсама пуçăнасчĕ.
Хаçатри çак заметка округри депутатсен Пухăвĕ ячĕпе официаллă запрос вырăнне пултăр. Вĕсем халăхшăн тăрăшма шантарни пурнăçа кĕтĕрччĕ.