Экспорта - 115 тонна çĕр улми
ÇУЛ ТАЛĂК пуçланнăранпа Чăваш Республики экспорта 115 тонна çĕр улми тăратнă. Çакăн 97 тонни - вăрлăх валли, 18 тонни - апат-çимĕçлĕх.
Пирĕн çĕр улмине Казахстанпа Узбекистан хапăл тусах туянаççĕ. Суту-илỹ «Халăхсем хушшинчи коопераци тата экспорт» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать.