Эмелпе те, ăшă сăмахпа та
«Кашни фармацевтăн
хăйне тухтăр вырăнĕнче курмалла».
Ирина Раевская,
вырăссен çыравçи
Чир-чĕр палли палăрсан, ыратни туйăнсан ăçта васкатпăр? - Паллах, больницăна, аптекăна. Кирлине туянсан - магазина. Кун пирки халăхра «БАМ» (больница, аптека, магазин) ятпа анекдот та çỹрет. Кулăш - кулăшпа та, сывлăха тĕрĕслес, çынна сиплес çĕрте малти икĕ учреждени тĕп вырăнта тăраççĕ. Иккĕшĕ те - тачă çыхăнура.
Медицина ĕçченĕсен кунĕсене паллă тăвасси йăлана кĕрсен, 2021- çулхи майăн 15-мĕшĕнче кăларнă 736№ Постановленипе килĕшỹллĕн, РФ Правительстви фармаци ĕçченĕсен кунне уявлассине татса пачĕ. Унтанпа майăн 19-мĕшĕнче Фармацевт кунне ирттеретпĕр. Çапла, фармаци ĕçченĕсем сывлăх сыхлавĕнче тĕп шăнăр пулса тăраççĕ.
... Шăмăршăри И.Космовский урамĕнче вырнаçнă тулли мар яваплă «Июнь» аптека. Кунта виççĕн тимлеççĕ. Коллектива Алевтина Гришнякова заведующи пысăк ăсталăхпа ертсе пырать. Хăй вăл Ульяновскри фармацевтика колледжĕнче алла специальность илнĕ, пĕлĕвне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнче ỹстернĕ. Алевтина Петровнăн фармацири ĕç стажĕ - 26 çул.
Мария Левендеева вара фармацие 42 çул халалланă. Ульяновскри фармацевтика колледжĕнчен вĕренсе тухсанах Шăмăршăри 44№ аптекăра виçĕ теçеткене яхăн аналитикра тăрăшнă: хатĕр эмелсен пахалăхне тĕрĕсленĕ, венăран ямалли растворсем тунă. Ытти çула Мария Петровна «Июньте» ĕçлесе ирттерет.
Пуян опытлă ĕçтешĕсем çумĕнче Олеся Одинокова фармацевт хăйне питĕ шанчăклă туять. Тăватă çул кăна ĕçлет-ха кунта. Самарăри Атăл çи фармацев- тика техникумĕн выпускникĕ ĕçне чунтан юратса тăвать.
«Июне» çỹрекен пациентсем фармацевтсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем кашнинех тараватлăн кĕтсе илеççĕ, вырăнлă сĕнỹ параççĕ, кирлĕ эмеле е медицина приборне сутнă чух инструкципе тĕплĕн паллаштараççĕ. Касса аппарачĕ мобильлĕ приложенипе çыхăннăран ку е вăл тавара йỹнĕрех хакпа туянма май пур. Ĕç коллективĕнчи лăпкă лару-тăру кунта çỹрекен граждансен кăмăлне çĕклет. Çакă, паллах, чирлĕ çыншăн питех те пĕлтерĕшлĕ.
Ăш-пиллĕ, ĕçе чунтан парăннă çак хĕрарăмсене, çавăн пекех округри ытти фармацевта професси уявĕпе хĕрỹллĕн саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, вĕçсĕр ăнăçупа тулли телей сунатпăр. Сывлăх сыхлавĕнче Сирĕн ĕçĕр пуриншĕн те юрăхлă пултăр, хисеплĕ Çыннăмăрсем.
Зинаида СВЕКЛОВА.