Ир пуçласа - каçчен

АНАТ ЧАТКАСРИ Елена Пондякова фер- мер хуçалăхĕ çур акине çывăх кунсенче вĕçлессишĕн тăрăшать. Григорий Кашкоров управляющи каланă тăрăх, хальлĕхе 150 гектар - пăрçа, 250 гектар хĕвел çаврăнăш акнă. Тата 50 гектар тулăпа 50 гектар урпа акмалли юлнă.

«Вăрлăх та, солярка та, удобрени те çителĕклĕ, Алексей Купцовпа Сергей Козлов механизаторсен ĕçри хастарлăхĕ пысăк, - пĕлтерчĕ Григорий Александрович. - Ир пуçласа кун тĕттĕмленичченех хирте ĕçлетпĕр».

С.ИВАНОВ.



22 мая 2026
16:53
Поделиться