Канализаципе насус станцине тĕрĕсленĕ

МАЙĂН 15-мĕшĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин Шăмăршăри 1-мĕш тата 2-мĕш канализаципе насус станцийĕсене çитсе вĕсен ĕçне тĕрĕсленĕ.

К.Маркс урамĕнче вырнаçнă канализаципе насус станцийĕнче хальхи вăхăтра юсав ĕçĕ пырать. Ленин урамĕнчи станцире ЖКХ специалисчĕсем канализацие такамсем ăпăр-тапăр пăрахса тултарни, çавна пула тасатакан система юрăхсăра тухни çинчен пăшăрханса пĕлтернĕ.

Сергей Авенирович палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе тивĕçлĕ мера йышăнма, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатма шантарнă.



22 мая 2026
17:03
Поделиться