Кирлĕ ыйтусемпе - тĕплĕ калаçу

Кирлĕ ыйтусемпе - тĕплĕ калаçу

ЮНКУН - майăн 20-мĕшĕнче - республикăра Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Шăмăршă муниципалитет округне çак мероприятие ирттерме Шупашкартан Чăваш Республикин граждан оборони тата чрезвычайлă лару- тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов тата тĕп хулари ентешлĕх председателĕ, «Строймашсервис» ООО директорĕ Радимир Егоров килнĕ. Вĕсем округ администрацийĕн пуçлăхĕ пе Сергей Галкинпа пĕрле администраци çуртĕ нче иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăннă.

Информаци кунĕн темисем: 2026-çулхи шыва кĕмелли сезона хатĕрленесси; «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» программи пурнăçа кĕни; «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хулари пек хăтлăх» программи пурнăçа кĕни; 2025-2026-çулсенчи хутмалли сезон итогĕсем; «Земство культура ĕçченĕ» тата «Земство тренерĕ» программăсем пурнăçа кĕни.

Канашлура çак ыйтусене тĕплĕн сỹтсе явнă, республика кăтартăвĕсене округ пурнăçĕпе çирĕплетсе панă.

Шыва кĕмелли сезон пирки каланă май, Шăмăршă муниципалитет округĕнче ятарлă 5 вырăн çирĕплетнĕ. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин шыва кĕмелли вырăнсене кашни кунах тĕрĕслесе тăмаллине, пляжсенче шывра асăрхануллă пулма чĕнекен информаци стенчĕвырнаçтармаллине, уйрăмах шăрăх кунсенче ял территори уйрăмĕнче ĕçлекенсенчен, шкул тата ашшĕ-амăшĕн представителĕсенчен дежурство йĕркелемеллине палăртнă. Çуллахи каникул кунĕсем инкек-синкексĕр иртчĕр, савăнăç çеç кỹччĕр.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» программине пурнăçласа, хальхи вăхăтра Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн çуртне тĕпрен юсас ĕç пырать. Округра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хулари пек хăтлăх» программи те пурнăçа кĕрет.

Информаци ушкăнĕ çак кун Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕнче пулнă, округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркеленĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

 



22 мая 2026
16:49
Поделиться