Патриотсем «Зарницăра» туптанаççĕ
МĔН ПУР тавралăх шап-шурă чечекпе витĕннĕ илемлĕ те ăшă кун - майăн 15-мĕшĕнче - Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕ округри çамрăк армеецсене хапăл тусах кĕтсе илчĕ. Пĕтĕм Раççейри «Зарница 2.0» çарпа патриотизм вăййин муниципалитетри тапхăрне ирттерме округри шкулсен 8 команди килсе çитнĕ. Тăваттăшĕнче - аслисем, тăваттăшĕнче - вăтаммисем. Çар тумĕ тăхăннă йăрăс пỹллĕ вĕренекенсем çине пăхатăн та, чун савăнать: епле маттур вĕт-ха пирĕн çамрăк ăру!
Кăçалхи мероприятие Аслă Çĕнтерỹ 81 çул тултарнине тата СВОра çапăçакан ентеш воинсене халаллани те çамрăк армеецсен яваплăхне ỹстерет. Паттăрсенчен тĕслĕх илмелле, Тăван çĕр-шыва тăшманран хỹтĕлеме яланах хатĕр пулмалла.
...СТРОЯ йĕркеленсе тăнă çамрăк армеецсем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсене чунтан хумханса итлерĕç, кашниех хăйне Тăван çĕр-шыв патриочĕ тесе шутларĕ.
Çамрăк армеецсене «Зарница 2.0» çарпа патриотизм вăййи пуçланнă ятпа Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова, вĕренỹпе çамрăксен пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров, Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Моисеев, СВОран отпуска килнĕ Раççей воинĕ Валерий Деомидов, Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн ертỹçи Надежда Константинова саламларĕç, ăмăртура - ăнăçу, вĕренỹре çитĕнỹ сунчĕç. Çак мероприяти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пултарулăх тĕнчи» проекчĕпе килĕшỹллĕн иртнине палăртрĕç.
ВĂЙĂ программи анлă: отрядсем строя хатĕрленнине тĕрĕслесси; марш- бросок (кросс) чупасси; вăй-халпа чăтăмлăха тĕрĕслесси; виçĕ тапхăрлă эстафета: Калашников автоматне сỹтсе пуçтарасси, магазина тултарасси, выртнă чухне тĕл пересси; çар эстафети; радиаци, хими тата биологи хĕç-пăшалĕнчен хỹтĕленесси (РХБЗ); «аманнисене» медицина пулăшăвĕ парасси.
Çамрăк армеецсем çак задачăсене хăвăрт тата чăн-чăн салтак пек лайăх пурнăçланине опытлă судьясем - А.Еремеев, Ю.Ермолаев, Н.Тимошкина, М.Яковлев, С.Хафизов, В.Антонов, В.Масленников тĕплĕн тĕрĕслерĕç.
Вăйă участникĕсенчен кашниех хăйне лайăх енчен çеç кăтартма тăрăшрĕ: пĕри - чи лайăх командир, тепри - шанчăклă медик, виççĕмĕшĕ хĕç-пăшала тĕплĕн пĕлекен боец пекпалăрчĕ.
Ăмăрту кăтартăвĕ тăрăх аслă ушкăнра Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн команди хисеплĕ пĕрремĕш вырăн йышăннине пурте хыттăн алă çупса саламларĕç. Артем Савельев, Тимур Степанов, Вадим Степанов, Роман Михайлов, Матвей Музеркин, Кирилл Ларионов, Александр Захаров, Максим Прохоров, Ульяна Петькова тата Кристина Никитина çамрăк армеецсем паян пысăк чыса тивĕçрĕç.
Карапай Шăмăршă шкулĕн вăтам ỹсĕмри çамрăк армеецсен команди те - пĕрремĕш вырăнта! Арсений Михайлов, Кирилл Иванов, Михаил Исаев, Данил Кузьмин, Павел Столяров, Михаил Шомполов, Карина Полякова, Вероника Чугу- нова, Алина Федорова, Арина Полякова шкул ятне тата та çỹллĕрех çĕклерĕç.
Аслă ушкăнра та, вăтамминче те Шăмăршă вăтам шкулĕнчи çамрăк армеецсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Аслă ушкăнра Палтиел шкулĕ - виççĕмĕш, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ - тăваттăмĕш, вăтам ушкăнра Пăчăрлă Пашьел шкулĕ - виççĕмĕш, Палтиел шкулĕ тăваттăмĕш вырăнта.
Çакна палăртмалла: вăйă пĕр куна çеç тăсăлчĕ пулин те, çамрăк армеецсем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартма вăй çитерчĕç. Çапах та - нумайăшĕн шухăшĕпе - çитес çул «Зарница» çар вăййине стадионра мар, ипподромра е çывăхри вăрманта ирттерсен лайăхрах пулнă пулĕччĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.