Патшалăх пулăшнипе - хваттер
ÇАК эрнере округ администрацийĕнче тăлăх çитĕнекен Евгений Ларионова савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ хваттер уççи панă.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова Женьăна паллă кунпа чĕререн саламланă, тахçантанпах ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕшĕн шăмăршăсем унпа пĕрле савăннине пĕлтернĕ.
Майăн 18-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă муниципалитет округĕнче хваттер панă чух патшалăх пулăшăвне тивĕçлĕ 13 çын шутланать. Тăлăха тăрса юлнă 8 çамрăка çывăх çулсенчех пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç.