Патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацийĕн графикĕ
9-класс - патшалăхăн тĕп экзаменĕсем (ПТЭ - ОГЭ):
июнĕн 2-мĕшĕ - математика;
июнĕн 5-мĕшĕ - биологи, географи, информатика, физика, акăлчан чĕлхи; июнĕн 6-мĕшĕ - информатика, акăлчан чĕлхи, чăваш чĕлхи (пĕрлехи республика экзаменĕ);
июнĕн 9-мĕшĕ - вырăс чĕлхи;
июнĕн 16 - хими, обществознани, информатика, литература;
июнĕн 19-мĕшĕ - хими, истори, физика, географи, обществознани, информатика биологи;
резерв кунĕсем:
июнĕн 29-мĕшĕ – математика;
июлĕн 2-мĕшĕ – вырăс чĕлхи;
июлĕн 3-, 6-мĕшĕсем – вырăс чĕлхипе математикăсăр пуçне мĕн пур предмет.
11-класс - пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем (ППЭ - ЕГЭ):
июнĕн 1-мĕшĕ - истори, литература, хими;
июнĕн 4-мĕшĕ - вырăс чĕлхи; июнĕн 8-мĕшĕ - математика (база тата профиль шайĕсем);
июнĕн 11-мĕшĕ - обществознани, физика;
июнĕн 15-мĕшĕ - биологи, географи, ют чĕлхесем (çыру ĕçĕ);
июнĕн 18-19-мĕшĕсем - ют чĕлхесем (сăмах вĕççĕн), информатика.
резерв кунĕсем:
июнĕн 22-25-мĕшĕсем - мĕн пур предмет.
Пĕлсе тăма:
енчен 11-класс вĕренекенĕсем ППЭ результачĕсемпе килĕшмеççĕ пулсан, вĕсен вĕренỹ предмечĕсенчен пĕринпе çĕнĕрен экзамен тытма ирĕк пур; кăçал, июлĕн 8-9-мĕшĕсенче, тепĕр хут экзамен пама пулать; результатне вара иккĕмĕш экзаменăнне (вăл малтанхинчен япăхрах пулин те) шута илеççĕ.
Экзамен результачĕсем 7-14 кунран паллă пулаççĕ. Вĕсем пирки шкулта, ППЭ (ЕГЭ) официаллă информаци порталĕнче (checkege.rustest.ru), ПТА (ГИА- 9) результатсене кăтартмалли порталĕнче (sdr.ixora.ru.login), Патшалăх çăмăллăхĕсен (Госуслуги) сайтĕнче пĕлме май пур.