Салтаксен ячĕпе - Мухтав аллейи

Шăмăршă вăтам шкулĕн территорийĕнче официаллă лару-тăрура Мухтав аллейи уçăлчĕ. Ăна шкул выпускникĕсене - ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă çамрăксене - халалларĕç.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие шкул ачисемпе вĕрентекенсем, Шăмăршă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Мирлĕ пурнăçа - утăм» проекчĕн координаторĕ Ольга Ичанкина тата «Истори астăвăмĕ» проекчĕн координаторĕ Валентина Кузьмина, Шăмăршăри Христос Çурални ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ - Николай Чувашов протоиерей хутшăнчĕç.

Аллейăри юпа-постамент çинче - тăнăçлăхпа тĕрĕслĕхшĕн çапăçса вилнĕ ентешĕмĕрсен - Илья Витальевич Гаврилов аслă сержантпа Алексей Олегович Ларионов рядовойăн сăн ỹкерчĕкĕсем. Вĕсем çине пăхса çамрăк ăру Тăван çĕр-шывпа тата ун хỹтĕлевçисемпе мăнаçланĕ, çĕр-шывăмăр умĕнчи тивĕç пирки ăнланĕ.

Аллея - шкулăн хăюллă та паттăр выпускникĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмалли чĕрĕ палăк. Мухтав аллейине уçни ачасене патриотизмла воспитани парас ĕçре ырă витĕм кỹрĕ. Паллă пулăм Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 81 çул çитнипе пĕр килни унăн актуаллăхне ỹстерет.

Г.Кудрявцева,

Шăмăршă вăтам шкулĕн социаллă педагогĕ.



22 мая 2026
17:12
Поделиться