СВО паттăрĕсем - ял-йыш асĕнче

ÇАК кунсенче Вырăс Чукал ялĕнчи паркра ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Александр Аксенов рядовойпа гварди рядовойне Николай Дергачева асăнса мемориал стеллисем уçнă. Мероприятие округ пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин тата Чăваш Республикинчи Салтак çемйисен комитечĕн представителĕсем хутшăннă.



22 мая 2026
17:04
Поделиться