Теплица тухăçпа савăнтарать

2026-Çулхи тăватă уйăхра Чăваш Республикинче теплицăсенчен 13,6 пин тонна пахча çимĕç пуçтарса кĕртнĕ. Пуринчен ытларах хăяр тухăçĕ савăнтарать: çак культурăна 9,4 пин тоннăна яхăн çитĕнтернĕ. Çавăн пекех 4,2 пин тонна - помидор, 40 тонна салат туса илнĕ.

Регионта Çĕнĕ Шупашкарти теплицăсен комплексĕ, «Ольдеевская» агрофирмăпа «Позитив» ООО уйрăмах тухăçлă ĕçлеççĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



22 мая 2026
16:51
Поделиться