Тĕл пулăвăн витĕмĕ пысăк

Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Петр Мулгачев выпускникпа тĕл пулчĕç. Петр - ятарлă çар операцийĕн участникĕ. Вăл - пилотсăр вĕçекен аппарат- сен операторĕ. Ачасене шăпах хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

- БПЛА операторĕн ĕçĕ питĕ кăсăклă, çав хушăрах питĕ яваплă, - пĕлтерчĕ выпускник. - Унран çар операцийĕсен ăнăçлăхĕ, салтакăмăрсен хăрушсăрлăхĕ епле пуласси нумай килет.

Çавăн пекех П.Мулгачев Тăван çĕр-шывăн хỹтĕлевне кашниех хăй тỹпине хывма пултарнине палăртрĕ. Пилотсăр вĕçекен аппарат операторĕн специальноçĕ шăпах хальхи чи кирлĕ ĕçпе - çĕр-шывăмăра хỹтĕлессипе тата хăрушсăрлăхра тытассипе çыхăннă.

 Çапла, СВО участникĕпе куçа-куçăн тĕл пулни ачасене хальхи вăхăтри çар профессийĕсемпе паллашма пулăшрĕ, çавăн пекех вĕсенче патриотизм туйăмне вăйлатма витĕм кỹчĕ.

Е.Жолобова.



22 мая 2026
17:14
Поделиться