Çу тăршшĕпе - кĕнекепе
Шăмăршăри Мультикультура библиотеки ачасемпе çамрăксене «Кĕнекеллĕ Çулла-планета» çул çỹ- реве йыхравлать. Çул çỹреве çуллахи канăва усăллă йĕркелес тĕллевпе июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен ирттерме палăртнă.
Çул çỹревре çак мероприятисем пулĕç:
июнĕн 1-мĕшĕ - «Ачалăхра - асамат кĕперĕн тĕсĕсем» (вăйă программи;
июнĕн 3-мĕшĕ - «Вылятпăр. Кичемленместпĕр» (ăс-хакăл сехечĕ, сĕтел çи вăййи);
июнĕн 5-мĕшĕ - «Пушкин кунĕ» (литература квизĕ);
июнĕн 12-мĕшĕ - «Брошь-значок» - «Раççей кунĕ» (ăсталăх класĕ);
июнĕн 26-мĕшĕ - «Финанс тĕнчи» (вăйă-тренинг);
июлĕн 1-мĕшĕ - «Кĕнеке сунарĕ» (навигатор);
июлĕн 9-мĕшĕ - «Кĕнеке челенджĕ» (урамри акци);
июлĕн 15-мĕшĕ - «Вăрттăнлăхри вулавçă» (вăйă);
июлĕн 22-мĕшĕ - «Вулавăш шăрçи» (арт-улах);
июлĕн 29-мĕшĕ - «Асамлă 3 ручка» (ăсталăх класĕ);
августăн 5-мĕшĕ - «Кĕнеке йĕрлевçисем» (литература вăййи);
августăн 12-мĕшĕ - «Библиочупу: вула та чуп» (вулавăш бульварĕ);
августăн 19-мĕшĕ - «Юмах патĕнче - хăнара» (Халăхсем хушшинчи «Ал тупанĕ çинчи кĕнеке» акци) - литература сехечĕ;
августăн 26-мĕшĕ - «Хăйăр çине ỹкеретпĕр» (ỹкерỹ сехечĕ).
Мероприятисем 14.00 сехетре пуçланаççĕ. Вĕсем кĕнеке вулакансен ăс-хакăлне çивĕчлетесси, тавра курăмне анлăлатасси куç кĕрет.
И.Тимофеева,
округри централизациленĕ библиотека системин директорĕ.