Çул çỹревре - 50-мĕш хут!
Çак кунсенче пирĕн регионтан Луганск Халăх Республикинчи икĕ госпитале гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Акци йĕркелỹçисем: Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти хĕрарăмсен юхăмĕ, Чăваш Енри «Пĕрле» аталану фончĕ.
Япаласен тĕп пайĕ - эмелсем, апат-çимĕç, çи-пуç. Гуманитари япалисем хатĕрлес-пухас ĕçе Йĕпреç, Çĕрпỹ, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Шупашкар, Шăмăршă, Элĕк тăрăхĕнчи граждансем хутшăннă.
Пирĕн округ çыннисем, çавăн пекех хăй хатĕрленĕ-пухнă япаласене Гелия Хамдеева «кĕмĕл» волонтер хăй машинипе Шупашкара çитернĕ. Пурте - питех те кирлĕ япаласем. Вĕсем: коляска (Екатерина Максимова панă), тапочки (20 мăшăр), трико (15 шт), футболка (30 шт), пижама (8 шт), арçын кĕпи (34 шт), тутăр (60 шт), аялти йĕм (44 шт), нуски (120 мăш), «шăмă» минтер (30 шт), ăшă утиял (2 шт), пĕр хутчен усă курмалли стакан (100 шт), супăнь (1 коробка), памперс (210 шт), нỹрĕ салфетка (1 кор), пĕр хутчен усă курмалли пеленка (90 шт), маскировка сечĕ (2 шт), пылак çимĕç (8 кор).
Çак гуманитари япалисене пухма нумаййăн хутшăннă: Г.Хамдеева йĕркеленĕ «Кызлар-йолдызлар» тата «Йолдыз» ушкăнсем, Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ», «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!», «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕсем, Галина Осипова (Асанкасси), Наиля аппа (хушаматне калама хушман), Радик Севрюгин, Гельчечек Рахматуллова (Патирек), Татьяна Фадеева, Мордвиновсен çемйи (Шăмăршă), Лилия Хусаинова, Рамиля Мухаметзянова (Патăрьел округĕ), Назира аппа (Тутарстанăн Çĕпрел районĕ).
Çапла майпа Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче чăваш, тутар, вырăс çыннисем, пĕр чăмăрта пулса, салтакăмăрсене госпитальсенче сипленмелĕх çăмăллăх кỹчĕç. Туслăхпа пĕрлĕх - ăнăçу никĕсĕ. Гелия Хамдеева «кĕмĕл волонтер» пек çынсем вара - çĕнтерĕве çывхартакан чăн-чăн патриотсем.
Зинаида СВЕКЛОВА.