Çуллахи кану усăллă иртĕ

Вĕренỹ çулĕ вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Часах шкул ачисен кани- кулĕ пуçланать. Еплерех йĕркелеме палăртнă-ха округри вĕренекенсен çуллахи канăвне?

Çак тĕллевпе кăçал Шăмăршă муниципалитет округĕн бюджетĕнчен 1 144 000 тенкĕ уйăрнă. Çав шутра: шкул çумĕнчи лагерьсем валли - 644 800 тенкĕ, республикăри сывлăха çирĕплетекен лагерьсен путевкисем валли - 499 200 тенкĕ.

Округри виçĕ шкул çумĕнче сывлăха çирĕплетекен лагерьсем алăкĕсене уçĕç, вĕсенче майăн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 16-мĕшĕччен 202 ача канĕ. Уйрăммăн илсен, Шăмăршă вăтам шкулĕнче - 117, Палтиел вăтам шкулĕнче - 45, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче 40 ача сывлăхне çирĕплетĕç. Вĕсем лагерьте пĕр кун пулнăшăн уйăрнă укçа-тенкĕ 145 тенкĕпе танлашать. Вĕренекенсене кунне 2-шер хут апат çитереççĕ.

Палăртмалла, кăнтăрлахи лагерьсене Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн санитарипе эпидемиологийĕн требованийĕсене пăхăнса уçаççĕ.

Çỹлерех асăннă вĕренỹ учрежденийĕсенчи лагерьсенче 43 çын ĕçлĕ; педагогсенчен виççĕшĕ - лагерь начальникĕсем, 32-шĕ - воспитатель, çавăн пекех 8 кухня ĕçченĕпе повар.

Апатланăва йĕркелеме пĕтĕм услови пур: ятарлă пỹлĕмсенче апат-çимĕçе усрама тата хатĕрлеме меллĕ, апат-çимĕç блокĕсене тивĕçлĕ оборудовани вырнаçтарнă; кухня ĕçченĕсене А гепатитран тата Зонне дизентерийĕнчен прививка тутарнă, вар-хырăм инфекцийĕнчен сыхланмашкăн вĕсем сывлăхне тĕрĕслеттерĕç. Çавăн пекех, çуллахи кампание хатĕрленнĕ май, вĕренỹ учрежденийĕсенче дератизаци (шăшисемпе йĕке хỹресенчен сыхланмалли мерăсем) тата акарицид (сăвăссенчен сыхланмалли мерăсем) ĕçĕсене туса ирттерме палăртнă, ку енĕпе килĕшỹ тунă ĕнтĕ.

Çуллахи канăва йĕркелекен вĕренỹ учрежденийĕсенче периметрлă тата объект ăшĕнчи видеосăнав оборудованийĕсем, кĕнĕ-тухнă чух тĕрĕслемелли хатĕрсем (çав шутра - тимĕре «туякан» детектор та), кĕтмен лару-тăру çинчен пĕлтермелли оперативлă çыхăну системи, пушар сỹнтермелли хатĕрсем, тĕп тата запасри алăксемпе путвалсем тата ытти пỹлĕмсем пурри вĕренекенсене - хăрушсăрлăхпа, районти тĕп больница шкул çумĕнчи лагерьсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç.

Кану программисенче физкультурăпа спорт, илемлĕ пултарулăх, туризмпа таврапĕлỹ, социаллă-гуманитари, çарпа патриотизм енĕпе мероприятисем пулĕç. Çакă веçех вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕн аталанма май парĕ.

Шкулсем «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕпе тачă çыхăнура. Çуллахи тапхăрта хушма пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенче спорт площадкисем ĕçлĕç.

Мартăн 28-мĕшĕнче ятарлă çар операцийĕн участникĕсен ывăл-хĕрĕн республикăри лагерьсенче канмашкăн заявлени çырмалли кампани иртрĕ. Пирĕн округран çак категорири 10 ача заявлени çырма кăмăл турĕ.

Апрелĕн 17-мĕшĕнчи заявка памалли кампанин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Шăмăршă округĕн 17 вĕренекенĕ Чăваш Енĕн лагерĕсенче сывлăхне çирĕплетĕ.

Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсен сывлăхне упрасси-çирĕплетессине, хăйсене тĕрлĕ енлĕ аталантарассине çуллахи кану лагерĕсем ырă витĕм кỹреççĕ. Шанатпăр, кăçалхи кану та пирĕн Шăмăршă тăрăхĕнчи вĕренекенсемшĕн кăсăклă та усăллă пулĕ.

Н.Ендиеров,

округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ.



22 мая 2026
17:00
Поделиться