«Упа кĕтесĕнче» - агрослет
МАЙ уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче Тăвай округĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче республикăри «Ялта чи лайăххисем» агрослет иртет. Унта ялта ĕçлесе пурăнакан, сывлăх сыхлавĕ, спорт, вĕрентỹ тытăмĕнче вăй хуракан 1500 çамрăк хутшăнать. Агрослета «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕ пулăшнипе йĕркелеççĕ. Ăна кăçал Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă, Республика кунĕпе çыхăнтарнă. Тĕллевĕ - регион аталанăвне тỹпе хывассишĕн тăрăшакан çамрăксен хутшăнăвĕсене çирĕплетме май туса парасси.
Вĕрентỹ программи пысăк тăватă темăна тĕпе хурĕ. «Чăваш Енĕн авалхи йăли-йĕрки» ярăм чăваш халăхĕн, республикăра тĕпленнĕ ытти наци кун-çулĕпе, куль- тура еткерлĕхĕн пуянлăхĕпе паллаштарĕ. «Пирĕн вăхăтри паттăрсем» - ятарлă çар операцийĕн тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалланăскер. Унта çар çыннисен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартĕç. «Депутатпа - калаçу» ярăмра Раççей парламентаризмĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене хускатĕç. Çавăн пекех çамрăксемшĕн депутатсемпе курса калаçни те усăллă пуласса шанаççĕ. «Çамрăксен суйлавĕ» стратеги сессийĕнче хĕр упраçпа яш-кĕрĕме тĕрлĕ сферăри аталану майĕсем çинчен каласа кăтартĕç.
Спорт программине кăçал çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Пуçласа наци кĕрешĕвĕн турнирĕ иртĕ. Çавăн пекех квадроциклсем ăмăртĕç, волейбол вăййинче, вĕрен туртса, кире пуканĕ йăтса тупăшĕç. Агрослета хутшăнакансене илемлĕ пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç.
«Ялта чи лайăххисем» агрослета Шăмăршă муниципалитет округĕн делегацийĕ те хутшăнать.
В.МИХАЙЛОВ,
Шăмăршă муниципалитет округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ.