Виçпỹрт Шăмăршăра чаплă парк пулĕ

ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂ ялĕнче пурăнакансем пуçару проекчĕ- пе Çарпа ĕç мухтавĕн паркĕ тума тĕллев лартнă. Объект хакĕ - 6,3 миллион тенкĕ, çавăн 5 проценчĕ - халăх укçи. Подрядчикĕ - А.Алимов уйрăм предприниматель.

Иртнĕ эрнере округ пуçлăхĕ Сергей Галкин пуçару бюджечĕпе çĕкленекен объекта çитсе курнă, строительсене мĕн пур ĕçе пысăк пахалăхпа тумалли пирки асăрхаттарнă.

Çак кунах Сергей Авенирович Пуянкассинче - çул юсакансемпе, Хайпăлара - масар çинче тирпей-илем тăвакансемпе, Шăмăршăра Ленин урамĕнчи тата Октябрь урамĕнчи çула тĕпрен юсакансемпе тĕл пулса калаçнă, пуçару проекчĕпе тăвакан кашни объекта çирĕп контроле илнине палăртнă.



22 мая 2026
17:02
Поделиться