Вырăна тухса - консультаци
МАЙĂН 19-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Мирлĕ пурнăç патне - утăм» проект ĕçлеме пуçларĕ. Çак проекта «Пулăшу десанчĕ» ушкăн пурнăçа кĕртет. Десант СВО участникĕсен çемйисен пурнăçри чи çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшать, право ыйтăвĕсемпе консультаци парать.
Пĕрлехи консультаци командинче - юристсем, социаллă хỹтлĕхпе социаллă фонд представителĕсем, халăха ĕçе вырнаçтаракан центр специалисчĕсем, газ службинче ĕçлекенсем, çар комиссариачĕн сотрудникĕсем, округ администрацийĕнче вăй хуракансем.
Тĕл пулу вăхăтĕнче «Пулăшу десанчĕ» округра пурăнакан 19 çынна тĕрлĕ ыйтупа консультаци панă, хăш-пĕр ыйтăва вырăнтах татса пама май килнĕ.
Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин каланă тăрăх, «Мирлĕ пурнăç патне - утăм» проект - паянхи пурнăçра çав тери кирлĕ. Уйрăмах ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисемшĕн лайăх. Мĕн пур специалист пĕр вырăнта пулни çивĕч ыйтусене татса пама май парать. Шупашкара çỹремесĕрех, Шăмăр- шăрах кирлĕ консультаци илме май пур.
«Мирлĕ пурнăç патне - утăм» проект вырăнти власть СВО участникĕсен çемйисемшĕн тăрăшнине тепĕр хут çирĕплетсе парать.
Е.ЖОЛОБОВА.