Вăтăр çуртлă пĕчĕк Шăмăршă е Васан ялĕ вăхăтлăха район центрĕ пулса тăни çинчен
ВУЛАКАНСЕМ - уйрăмах çамрăксем - манран Шăмăршă ялĕн кун-çулĕ пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтаççĕ.
«Ĕлĕк те Шăмăршă пирĕн тăрăхри чи пысăк ял пулнă-ши? - интересленеççĕ вĕсем. - Пĕчĕк ял çеç пулсан, вулăс центрĕ пулма мĕншĕн Шăмăрша суйласа илнĕ?»
Вĕсен ыйтăвĕ çине хурав шыраса, Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе паллашма тиврĕ.
Паллă ĕнтĕ, Иккĕмĕш Кĕтерне патша 1780-çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче ятарлă Указ кăларса Пăва уесне туса хунă. 1795-çулхи 5-мĕш ревизи (çырав) кăтартса панă тăрăх, уесра 71,6 пин çын пурăннă.
Шăмăршă ялĕнче (документра Рождественская Шемурша – авт.) 30 кил-хуçалăх пуррине асăннă. Ялта 178 çын - 86 арçынпа 92 хĕрарăм - пурăннине шута илнĕ.
Шăмăршă ун чух Пăва уесĕнчи Çĕнĕ Кахăрлă вулăсне кĕнĕ, пĕр урамлă ял (хальхи К.Маркс урамĕ) хăçан та пулин вулăс центрĕ пуласси пирки никам та шутлама пултарайман.
Чиркỹ летопиçĕ çирĕплетнĕ тăрăх, виçĕ Палтиелĕнче - 339, Патирекре - 165, Виçпỹрт Шăмăршăра - 138, Васанта - 130, Пуянкассинче 80 кил хуçалăх пулнă. Апла пулсан, мĕншĕн вулăс центрне çак пысăк ялсенчен пĕринче туман-ха?
Сăлтавĕ: пĕчĕк çеç Шăмăршă - чиркỹллĕ ял пулни. 1747-çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче тата ноябрĕн 28-мĕшĕнче Священный Синод икĕ Указ кăларать, çак документсенче Шăмăршăра патшалăх вăйĕпе тата халăх укçипе йывăçран чиркỹ туса лартма хушнă.
Ахăртнех, Шăмăршăра тĕн çурчĕ маларах та пулнă, мĕншĕн тесен «Хронологический перечень событий Симбирской губернии 1772-1901 годов» документра çапла çырнă: «1748 год. Вновь построена церковь в честь Рождества Христова в новокрещенном селе Рожденственском, Шемурша тожъ».
1748-çулта чиркỹ чанĕсем янăраса кайсанах Шăмăршă прихучĕ туса хураççĕ, унта чăн малтан Шăмăршă, Васан, Кивĕ Шăмăршă тата Энтĕрьел ялĕсем кĕреççĕ. Каярахпа прихута православи тĕнне йышăннă çак ялсем хутшăнаççĕ: Çĕнĕ Шăмăршă, Виçпỹрт Шăмăршă, Куршанкă Шăхаль, Ирçе Тĕкки, Чăваш Ишли, Палтиел, Хайпăла, Ярăслав, Пуянкасси, Анат Чаткаспа Тури Чаткас.
Шăмăршă прихутĕнче 1825-çулта - 2188 арçынпа 2294 хĕрарăм, 1832-çулта 2330 арçынпа 2527 хĕрарăм шутланнă. Христос Çурални ячĕллĕ чиркỹре виçĕ священник, икĕ дьякон тата ултă дьячок ĕçленĕ.
Чиркỹллĕ яла аталантарас тĕллевпе 1839-çулхи августăн 23-мĕшне Пăва удельнин ведомстви Шăмăршăра училище уçать, унта Шăмăршă, Çĕнĕ Шăмăршă, Кивĕ Шăмăршă, Виçпỹрт Шăмăршă тата Энтĕрьел ачисем вĕренме пуçлаççĕ.
Архивра Шăмăршăра промышленность аталанма пуçланине те палăртнă: Кĕçĕн Хырла çырми çинче çăнăх авăртакан 3 арман ĕçленĕ, ялта алăпа хăма çуракан пĕчĕк завод, тикĕт хатĕрлекен мастерской тата урапа-çуна тăвакан мастерской ĕçленĕ. 1840-çулта Семен Хомутин служилый (отставкăри çар çынни - авт.) хупах (кабак) уçма ирĕк илет. Çав çулах Шăмăршăра пасар йĕркелеме çĕр уйăрса параççĕ.
1867-çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнче Шăмăршă вулăсĕ «çуралать». Аса илтеретпĕр: Шăмăршă 1781-çулхи январĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 1796-çулхи декабрĕн 23-мĕшĕччен - Чĕмпĕр наместничествин Пăва уесне кĕрекен Çĕнĕ Кахăрлă вулăсĕнче, 1796-çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 1802-çулччен - Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Çĕнĕ Кахăрлă вулăсĕнче, 1802-çултан пуçласа 1867-çулччен Чĕмпĕр кĕпĕрни Пăва уесĕнчи Шăхаль вулăсĕнче тăнă. 1867-çулта вара Шăмăршă вулăс «хулин» статусне илнĕ, çак ята 1927-çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕчченех чыслăн тытнă.
1867-çулта - вулăс центрĕ ăçта тăвассипирки ыйту тухса тăсан - икĕ кандидатура пулнă: Васанта тата Шăмăршăра. Чиркỹллĕ ял пулманнипе, Васана списокран кăларса пăрахнă. (Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ, Ф-536, Оп.1, Ĕç (дело) 44, 34-мĕш листа)
Çапах та Васан виçĕ уйăх ытла район центрĕ пулса курнă: 1934- çулхи çулла вăйлă пушар тухнипе Шăмăршăри 120 çурт çунса кайсан, мĕн пур кантура вăхăтлăха Васана куçарнă. «Колхозник сасси» (халĕ - «Шăмăршă хыпарĕ») хаçатăн виçĕ номерĕ Васанта тухнă, алăпа çырса хатĕрленĕ текста Патăрьел типографийĕнче пичетленĕ.
Шăмăршăран Васана ĕçе çỹреме ВКП(б) райкомĕ 7 лаша çирĕплетнĕ. ВКП(б) Чăваш обкомĕ - района инкекре пулăшас тĕллевпе - потребкоопераци фондĕнчен 15 велосипед уйăрса панă. (Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн архивĕ, 11-мĕш уйрăм, 768-мĕш управ еденици, 55-56-листасем).
Район центрĕнчен килнисене сахал йышлă çемьесем хваттере янă. Хăшĕ-пĕри çĕр каçма та Васантах юлнă. Райĕçтăвком председателĕ Петр Семенович Кузнецов Шăмăршăран Васана велосипедпа çỹренĕ.
Милици уйрăмĕ те Васана куçнăран, сăмакун юхтарнăшăн, вăрланăшăн е çапăçнăшăн арестленисене вăхăтлăха колхозăн лаша витине хупнă. Тарасран асăрханса, чỹречесене тимĕр решеткепе хупланă. Милици Шăмăрша куçсан çак решеткепе колхоз тимĕрçисем юсав ĕçĕнче усă курнă.
Çапла вара, патша вăхăтĕнче вулăс «хули» пулайман Васан 1934- çулта «саккунлă» район центрĕ шутланнă. Çак пулăм округ историне çырăнса юлмаллах тесе шутлатăп.
Ив.САЛАНДАЕВ.
(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн, Чăваш Республикин гуманитари институчĕн архивĕн тата Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)