Ачасем валли - çуллахи «комендант сехечĕ»

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн администрацийĕн йышăнăвĕпе, июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен ачасемпе çул çитмен çамрăксем валли «комендант сехечĕ» туса хураççĕ. Вĕсен 23 сехетрен пуçласа 6 сехетчен урамра хăйсен тĕллĕн çỹреме пачах та юрамасть. Çирĕплетнĕ йĕркене пăсакансене полицейскисем тытса чарма тата ашшĕпе амăшĕн аллине пама пултараççĕ.



29 мая 2026
17:31
Поделиться