Агрослетран - Грамотăпа
МАЙĂН 22-24-мĕшĕсенче Тăвай округĕнче иртнĕ республикăри «Ялта чи лайăххисем» агрослета шăмăршăсем те хастар хутшăннă. Пирĕн делегаци хăйĕн çуртне тематика енчен чи лайăх илемлетнĕшĕн Грамота илме тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна «Юрататăп сана, Раççей!» номинацири чи лайăх пултарулăх номерĕшĕн те Грамотăпа чысланă.
Шăмăршăсем спортра та палăрнă. Йывăрăшĕ 85 килограма çитичченхи виçере кире пуканĕ йăтакансем хушшинче пирĕн Максим Пустынин виççĕмĕш вырăна тухнă. Квадроциклсен тупăшăвĕнче Евгений Укин чи вăйлă вунă спортсмен йышне кĕнĕ.