Акса пĕтернĕ
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ çамрăк фермер Владимир Алексеев çур акине округра пуринчен малтан вĕçленĕ: 100 гектар тулăпа 70 гектар урпана лайăх пахалăхпа акса хăварнă.
ххх
ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂРИ «Победа» ООО-ра çур акине чи лайăх вăхăтра ирттернĕ.
310 гектар - сăра тумалли урпа, 380 гектар - хĕвел çаврăнăш, 190 гектар рапс акса хăварнă.
Хуçалăх ертỹçи Виктор Алексеев Вячеслав Андреев, Сергей Ельцов, Андрей Губанов, Владимир Архипов, Николай Кузьмин механизаторсене, КамАЗ автомашина водительне Дмитрий Яковлева мухтаса асăнчĕ.
«Победа» ОООра 250 гектар кĕрхи тулă лайăх хĕл каçнă. Çум курăкпа кĕрешсе, калчана наркăмăшлă препаратпа пĕрĕхсе тухнă.
С.ИВАНОВ.