«Ан пăшăрхан, хĕрĕм»
ÇУЛТАЛĂК çурă каялла эпĕ йывăр аварие лекрĕм. Чарăнура эпир тăракан çĕре çăмăл автомашина пырса кĕчĕ. Çумри арçын вилмеллех аманчĕ. Манăн урана тухтăрсем пайăн-пайăн пуçтарчĕç. Юрать, пĕр ватă арçын «Васкавлă пулăшăва» вăхăтра чĕнсе ĕлкĕрнĕ. Наçилкка çине хурса илсе кайнă чухне те мана вăл: «Ан пăшăрхан, хĕрĕм, качча кайиччен тỹрленет», - тесе ăсатрĕ.
Темшĕн унăн сăмахĕ кулăшла пек туйăнчĕ. Эпĕ - качча кайнă хĕрарăм. Çулталăк ытла упăшкапа пурăнатăп. Ачаллă пулма васкамарăмăр. Аманнă хыççăн çулталăк çурă питĕ йывăр иртрĕ. Малтанхи вăхăтра упăшка йĕркеллĕ мăшăр пекех больницăна çỹрерĕ. Уйăхран «пăкки» шанчĕ пулас, урăхларах калаçма пуçларĕ. Часах çемье арканасси паллă пулчĕ - эпир уйрăлтăмăр.
Çĕнĕрен утма вĕренесси çăмăл пулмарĕ, çавах эпĕ веçех чăтрăм. Каярах ĕç вырăнне те улăштарма тиврĕ. Урăхла каласан, пур енчен те çĕнĕ пурнăç пуçларăм. Шăпах çĕнĕ ĕçре çамрăк çынпа паллашрăм. Иксĕмĕр пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр. Вăл мана хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе паллаштарма тĕв турĕ. Çапла, вĕсем патне кĕрсе тăрсан хам умра мана «Васкавлă пулăшу» машинипе ăсатса янă ватă арçынна курах кайрăм. Вăл та мана палласа илчĕ, ман çине пăхса: «Каларăм вĕт качча кайиччен тỹрленет тесе», - терĕ йăл! кулнă май.
Халĕ вăл манăн пулас хуняçа пулчĕ. Çапла, çĕнĕ çемьере мана çав тери ăшшăн йышăнчĕç. Тепĕр уйăх-ран туй тусах пĕрлешрĕмĕр.
Паян эпĕ хама çав тери телейлĕ тесе шутлатăп. Часах пирĕн ача та çуралĕ.
НИНА.