Анне хаклă-и, арăм хаклă-и?
«ШУРĂМПУÇ» кăларăмра вулакансем тĕрлĕ ыйту çĕклеççĕ. Эпĕ те хама хумхантаракан ыйтăва хускатасшăн. Манăн мăшăр амăшĕпе канашламасăр нимĕнле йышăну та тумасть, арăмĕн шухăшне - сĕнĕвне пĕрре те шута илмест. Çакă мана питĕ тарăхтарать.
Эпир унпа юратсах пĕрлешнĕ вĕт-ха, пурнăç çулĕпе ĕмĕр пĕрле утма тупа тунă. Пирĕн - икĕ ача. Хĕрĕхе çитсе пырать пулин те, мăшăр амăшĕн ирĕкĕнчен тухаймасть. Эпĕ ют çĕр-шыва канма каясшăн, упăшкана та хам майлă çавăртăм. Хуняма вара шалт та палт хирĕçлерĕ: «Ниçта та каймастăр!» Упăшка ун сăмахĕнчен иртеймерĕ, манăн кăмăла хăварчĕ.
«Анне - пĕрре кăна, арăм темиçе те пулма пултарать», - пĕррехинче мана йĕкĕлтесе çапла каларĕ хуняма. Те ывăлĕ валли тепĕр хĕрарăм тупасшăн? Çапла пĕр-пĕрне ăнланмасăр пурăнатпăр, çемьери килĕшỹлĕх çукки юратнă çынран та сивĕтет.
«Шурăмпуç» кăларăмăн тусĕсем! Калăр-ха, упăшкан амăшĕ яланах пирĕн хуçа пулма тăрăшнине эсир мĕнле хаклатăр? Тен, ачасене çавăтса манăн кунтан пăрахса каймалла? Çакна чĕре ыратнипе çыратăп. Каçарăр.
ГАЛИНА.