Авлан, Миккуль, авлан!

ПУРНĂÇРА тĕрлĕ самант сиксе тухма пултарать. Акă «Утмăлта та авланас килет» статья авторĕ («Шăмăршă хыпарĕ», апрель, 3, 12№) Николай ватлăх çулĕнче те мăшăр шырани çинчен пĕлтерет.

Тăватă çул пĕччен пурăнать иккен вăл, ачисем те - хулара. «Ватлăхра мăшăрпа пурăнас килет», - тет Николай.

Ман шухăшпа, вăл тĕрĕс тăвать. Ватлăх çулĕсем - савăнăç мар, чирлесе вырăнпа выртасси те пулĕ. Кам пĕр курка шыв ĕçтерĕ ун чух? Кампа калаçса чунне йăпатĕ пĕччен старик?

Çавăнпа та эпĕ Николая хăйне килĕшекен пĕччен хĕрарăмпа паллашма сĕнетĕп. Тен, пĕрле пурăнма тытăнсан, чĕрере юрату кăварĕ те йăлкăшма пуçлĕ, ĕмĕре те телейлĕ ирттерĕр.

ЛИДИЯ.



29 мая 2026
17:40
Поделиться