«Чăваш чĕлхи чĕвĕлтетсе чиперленет...»
Çак йĕркесем Надежда Чечекпин «Чăваш чĕлхи чĕкеç чĕлхи» сăввинчен. Пĕр сас паллирен пуçланакан сăмахсен- чен хайланă сăвă чи ăшă туйăмсем çуратать, пĕр çаврине кăна илер:
.. Чăваш чĕлхи чĕресене
Чиперлетет чуна чĕртсе.
Чĕкеçленсе, чĕвĕлтетсе,
Чăваш, чыслар чăвашсене!
Мĕн тери çепĕç янăрать чĕлхемĕр! Ун çепĕçлĕхĕнче - хутшăну хатĕрĕн хăвачĕ!
Пĕлетĕр-и, тусăмăрсем, çакăн пек мелпе (ăна тавтограмма теççĕ) çырса Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн пултаруллă хĕрарăмĕ Надежда Кузьмина (Чечекпи), В.В.Бараев-Сĕркке поэт-патриот ячĕллĕ преми лауреачĕ, харăсах виçĕ кĕнеке кăларчĕ (маларах «Чĕререн тухакан сăмахсем» кун çути курнăччĕ). Пĕр пек сас паллирен çырнă сăвăсем кăна мар, проза хайлавĕсем те кĕнĕ вĕсене. Çак кунсенче акă автор тăван ялĕн Культура çуртĕнче «Тавтограмма тĕнчинче» (аслă ỹсĕмрисем валли), «Лили лартрăм лапамра» тата «Çурçĕре çитеймен çерçисем» (шкул ачисем валли) кĕнекесен хăтлавĕ (презентацийĕ) иртрĕ.
Мероприятире ял çыннисем нумаййăн пулчĕç. Çавăн пекех округри централизациленĕ библиотека системин директорĕ Ираида Тимофеева, Халăхсем хушшинчи «Чăваш наци конгресĕ» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Александр Сатеев, ЧР таврапĕлỹçĕсен Союзĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Зоя Головинская, Н.Чечекпи кĕнекисен редакторĕ Зинаида Свеклова, Надежда Николаевнăна чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕрентнĕ Анастасия Юмановăпа Людмила Семенова хутшăнчĕç. Вĕсем кĕнекесен пахалăхĕ çỹллĕ шайра иккенне палăртрĕç. Шкулчченхи ушкăн воспитанникĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Мурзина Н.Чечекпи сăввисене вуларĕç, «Сурпан» фольклор ушкăнĕ ун такмакĕсене тата чăваш юррисене янратрĕ. Мероприятие ял библиотекарĕ Лидия Егорова пысăк ăсталăхпа ертсе пычĕ. Юлашкинчен Надежда Николаевна уяв хăнисене хăйĕнкĕнекисене парнелерĕ. Çывăх вăхăтра çĕнĕ кĕнекесем ялсен вулавăшĕсене те çитĕç.
Пурте çакна палăртрĕç: вырăнти авторăн кĕнекисем - питĕ илемлĕ (ỹкерчĕксене хăй тунă!), кăсăклă, унти хайлавсем - сюжетлă, юрра юрăхлă сăвăсем те, шкулăн вĕренỹ программишĕн вырăнлă сăвă-калав та пур. Ахальтен мар, ЮТВ каналĕпе кăтартмашкăн Надежда Кузьминăран Лидия Филиппова журналист тата çыравçă интервью та илнĕ.
«Чăваш чĕлхине чĕвĕлтетсе чиперлентерекен...» Надежда Чечекпи пултарулăхĕн малашлăхĕ çутă. Пысăк шанăç паракан автортан нумай-нумай çĕнĕ хайлавсем, кĕнекесем кĕтетпĕр. Надежда Николаевнăн ячĕ ентешĕсен - чăваш халăх çыравçин Илпек Микулайĕн, Владимир Бараев поэт-патриотăн тата кунтан тухнă ытти сăвăçсен ячĕсем пекех - уççăн, мăнаçлăн янратăр. Çапла пултăр...
Зинаида Ырпи.