Эп кĕтетĕп сана, савнă çыннăм!

МАНĂН хаклă çыннăм паян - ятарлă çар операцийĕнче. Нумаях пулмасть отпуска килсе кайрĕ. Йăлтах улшăннă вăл: нумай калаçмасть, сахал кулать, çарти пурнăç çинчен сăмахлама юратмасть.

Пĕлетĕп: СВОра паян çăмăл мар, çапăçура çухату та пулать. Манăн хаклă çыннăм вăрçăра паттăррăн çапăçса вилнĕ юлташĕсене аса илет те ассăн сывлать.

«Тăшмана çĕнтеретпĕрех! - тет вăл. - Урăхла юрамасть! Юлташсемшĕн манăн тавăрмалла, вĕсем Тăван çĕр-шывшăн çапăçса вилчĕç».

Эпĕ сана шанатăп, чăн-чăн арçыннăм - эсĕ çĕнтеретĕнех! Хăвна çеç упра. Эсĕ чĕрĕ-сывă таврăнасса кĕтетĕп, саншăн Турра кĕл тăватăп.

АНЮТА.



29 мая 2026
17:39
Поделиться