Ферма - тупăш çăл куçĕ, анчах унта тар кăларса ĕçлемелле
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ ял хуçалăх производстви ỹссех пыни палăрать. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕ уйрăмах выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма пулăшни курă- нать. Çакна кăçалхи 4 уйăх кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ.
Республикăра мĕн пур категорие кĕрекен хуçалăхсенче чăх-чĕп йышĕ 30,2 процент ỹссе 6,9 миллиона çитнĕ. Çăмарта туса илесси 6 процент ỹснĕ, 180 миллион штукпа танлашнă.
Январь-апрель уйăхĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕнесенчен сĕт сăвасси 4,7 процент ỹссе 83,4 пин тоннăна çитнĕ.Кашни ĕнерен вăтамран 2,8 пин килограмм сĕт суса илнĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхи тăватă уйăхринчен 1,4 процент нумайрах.
Ял хуçалăх организацийĕсенче сăвăнакан ĕнесен йышĕ те пысăкланни палăрать - 3,2 процент ỹссе 20,8 пин пуçа çитнĕ.
Тăватă уйăхра республикăра 43,1 пин тонна е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 7,8 процент нумайрах аш-какай туса илнĕ.
Шăмăршă муниципалитет округĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанать-ха? Çак ыйтăва эпĕ округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕн тĕп специалистне Николай ВАЗАНОВА патăм.
- Кăçалхи тăватă уйăхра Шăмăршă муниципалитет округĕнчи мĕн пур категорие кĕрекен хуçалăхсем 1062,7 тонна аш-какай, 3356,2 тонна сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси 139,4 процент ỹснĕ.
Сĕт туса илессипе вара çителĕксĕртерех ĕçлерĕмĕр - пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 337 тонна сахалрах сунă.
- Николай Петрович, пирĕн округра ял хуçалăх предприятийĕсем - «Колос» Агрофирма» ООО тата «Победа» ООО - выльăх-чĕрлĕх пачах та тытмаççĕ. Фермер хуçалăхĕсен ĕçĕпе паллаштараймăр-ши?
- Фермерсем кăçал 157,70 тонна аш-какай (140,4 процент), 1008,820 тонна сĕт (92,15 процент) туса илнĕ.
Сĕт пĕлтĕрхинчен сахалрах сунине ĕне выльăх йышне чакарнипе çеç ăнлантарма пулать.
Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕсем 1530 пуç - мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 450 пуç сăвăнакан ĕне усраççĕ. Тăватă уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 1951 килограмм (104,5 процент) сĕт суса илнĕ.
- Юлашки çулсенче округра сурăх ĕрчетесси лайăхланни сисĕнет. Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер çак отрасльте мĕнлерех ĕçлет-ши?
- Çапла, фермер хуçалăхĕ сурăх йышне 324 пуçа çитерчĕ, кĕтỹ пысăклансах пырать. Олег Анатольевич сурăх ĕрчетни тупăшлă тесе шутлать. Округри ытти фермер унран тĕслĕх илессе шанас килет.
Хальхи вăхăтра фермерсем сĕт тата аш-какай сутса сахал мар укçа-тенкĕ ĕçлесе тăваççĕ, çапла майпа хуçалăха аталантарса пыраççĕ. Çакна Пуян- кассинчи Геннадий Макаров, Олег Макаров, Пал- тиелĕнчи Фазулла Рахматуллов, Шăмăршăри Александр Егоров, Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермерсен ĕçĕ-хĕлĕ те аван çирĕплетет.
Ферма - тупăш çăл куçĕ, анчах унта тар кăларса ĕçлемелле. Хăшне-пĕрне çакă хăратать пулмалла. Çакна округра кăçалхи тăватă уйăхра сăвăнакан ĕнесен йышне 417 пуç чакарни те кăтартса парать. Çав шута килти хушма хуçалăхсем 298 пуç ĕне сахалрах усрама пуçлани те кĕрет.
Хуçалăхсенче выльăх апачĕ çителĕклĕ, кĕтỹ çаран çине тухнă май ешĕл курăк продукци хăй хаклăхне нумай чакарать. Фермерсем нумай çул тата пĕр çул ỹсекен курăксене хăйсене кирлĕ чухлĕ акса хăварчĕç, халĕ куккурус акаççĕ. Çу кунĕсенче выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси ỹсессе кĕтме пулать.
Ив.САЛАНДАЕВ.