«Хаçатсăр - пурăнма май çук»

«Хаçатсăр - пурăнма май çук»

Çапла калаççĕ «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат пирки Анат Чаткасри пĕр тăван Николай Воробьевпа Людмила Угасина. Вĕсем - район хаçачĕн яланхи тусĕсем. Иккĕшĕ те - тăван «Восход» хуçалăхра ырми-канми вăй хунă, ял хуçалăх аталанăвне сумлă тỹпе хывнă. Николай Андреевич çĕр пулăхлăхне лайăхлатас тата вăйлă тыр-пул туса илес тĕлĕшпе тăрăшнă, «ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Людмила Андреевна уй-хирте, йĕтем çинче тар тăкнă.

- Пирĕншĕн хаçатри кашни тема хаклă, çапах та ял хуçалăх отраслĕ пирки пичетленекен статья-очерк чуна çывăхрах. Çур акипе тыр çи, çавăн пекех çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем, ĕç маякĕсем пирки хайланă материалсем питĕ килĕшеççĕ. Фермерсен çитĕнĕвĕшĕн чунтан савăнатпăр: вĕсем - ял тĕрекĕ-çке. Çĕр çинче культурăсемпе пахча çимĕç туса илмелли вăрттăнлăхсем пирки пĕлме те кăсăклă, - теççĕ тетĕшĕпе йăмăкĕ.

Округ çыннисене кăçалхи 2-мĕш çур çулта илсе тăмашкăн «Шăмăршă хыпарне» çырăнма кăмăлтан сĕнеççĕ пĕр тăвансем.

З.Воробьева.



29 мая 2026
17:26
Поделиться