Халăх - ăçта пахалăх?

Халăх - ăçта пахалăх?

КАШНИ çулах çулсене юсама-саплама миллионĕ-миллионĕпе укçа тăкаклатпăр. Акă Шăмăршă муниципалитет округĕнче «Транспорт тытăмне аталантарасси» муниципалитет программипе 2021-2025-çулсенче вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене юсама 136,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа 28,9 километр çула тĕпрен çĕнетнĕ. Кунсăр пуçне, çулсене тытса тăма 71,9 миллион тенкĕ пĕтернĕ.

2026-çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ çула 5,1 километртан кая мар юсама палăртнă. Çак ĕç валли республика бюджетĕнчен - 32,71 миллион, вырăнти бюджетран 1,72 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

«Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăпа - халăхра ăна «Пуçару бюджечĕ» теççĕ - Шăмăршăри Мир, Восточная, Луговая, Дружба, Афанасьев тата Победа, Карапай Шăмăршăра - Советская, Калинин, Вăркăш урамĕсемпе шкулпа ача сачĕ патне пымалли çула, Пуянкассинче - Ленин урамĕнчи пăралука тата Павлов урамне, Кахăрлă Шăхалĕнче - Калинин, Патирекре - Новая, Кивĕ Шăмăршăра Чкалов урамĕнчи çула юсасшăн.

2026-çулта иртнĕ çул пуçланă ĕçе малалла тăсмалла: куçăмлă контрактпа Энтĕрьелĕнче - Гагарин, Карапай Шăмăршăра - Победа, Патирекре Çтаппан Лашман урамĕсенчи çула юсассине вĕçлемелле.

Çапла, укçа шыв пек юхать, лайăх çулшăн нимĕн те шеллеместпĕр. Шел те, тепĕр чух çапла та шутлатăн: пирĕн округри çулсене асфальт мар, хут укçа сармаççĕ-ши? Ытла та хăвăрт юрăхсăра тухаççĕ-çке вĕсем: пĕлтĕр сарнине кăçал тепĕр хут юсамалла, каллех - сапламалла, сапламалла... Çул тăвакансем мар, саплăк лартакансемĕçлеççĕ тейĕн пирĕн округра.

Паллах, çул хăвăрт ваннинче çанталăк айăпĕ те пысăк. Сивĕ хĕл, юрпа çумăр, сывлăш температури выляса тăни асфальта шĕкĕ пек кăшлаççĕ.

Транспорт хатĕрĕ нумайланни те çул ĕмĕрне кĕскетет. Шипланă резина та асфальт сийне çỹхетет.

Çапах та тĕп сăлтав, ман шутпа, ĕç пахалăхĕ çителĕксĕр пулнинче. Кайса курăр-ха кỹршĕ республикăри Çĕпрел - Пăрăнтăк çула: çатма пек тикĕс вĕт! Çак çулпа автомашина та нумай çỹрет, груз турттаракансем Пăвана рейс хыççăн рейс тăваççĕ. Çул вара хăнк та тумасть: вунă çул каяллах сарнăскер, пирĕнни пек тĕпренсе-ванса пĕтмест. Чăнах та, кашни çулах юсаса тăраççĕ-ха ăна, кирлĕ çĕрте саплăкне те лартаççĕ пуль. Çул лайăх шайра пултăр тесе тăрăшаççĕ.

Пирĕн патăмăрта та çул тума миллионĕ-миллионĕпе укçа тăкаклаççĕ, анчах - маларах каланă пек - шăтăк-путăкран хăтăлаймастпăр. Çул тунă чухне технологие çирĕп пăхăнманран хĕл каçнă-каçманах - халапри Кукша Иван пуçĕ пек - мăкăль çине мăкăль тухать.

Пирĕн патăмăрта асфальт - пĕр çул ỹсекен курăк пекех. Çул тăвакансене нумай вăхăтлăха чăтакан асфальт кирлех те мар пулмалла - кашни çул сарсан, укçа-тенкĕ килсех тăрать-çке!

Çул саракансен гаранти пур-ши? Пур иккен, анчах асфальт çулталăка та чăтайманнишĕн хальччен пĕр подрядчика та хăйĕн шучĕпе тепĕр хут çул сартарман. Унăн айăпĕпе асфальт ваннине çирĕплетме те тăрăшмастпăр. Çĕнĕрен сарма çăмăлрах вĕт-ха. Укçа-и? Патшалăх - пуян, пуçару бюджечĕ валли халăх та укçа парать.

Хăçан та хăçан ĕç пахалăхне çирĕп контрольлесе тăма пуçлатпăр, ун чух пирĕн çулсем те нумайлăха чăтĕччĕç.

Халтурăшăн лицензие туртса илмелле, çак подрядчикпа урăхран нихăçан та контракт тумалла мар. Çапла ĕçлесен çеç пирĕн çулсем яка та çирĕп, хулари пек илемлĕ пулĕç.

Ив.САЛАНДАЕВ.



29 мая 2026
17:28
Поделиться