Икĕ орденлă пачăшкă е Шăмăршă тĕрĕçисем Чĕмпĕрте те чапа тухни çинчен

ШĂМĂРШĂРИ Христос Çурални ячĕллĕ чиркỹре 1863-1888-çулсенче пачăшкă пулса Христофор атте - Христофор Федорович Боголюбов протоиерей ĕçлени паллă. Шăпах вăл - унччен хĕл кунĕсенче хутса ăшăтман йывăç чиркỹ çумне икĕ кăмакаллă пысăк çурт ларттарнă, хăйĕн пуçарăвне: «Сивĕ чиркỹре тĕне кĕртекен пĕчĕк ачасем чирлеççĕ», - тесе сăлтавланă. Çĕнĕ чиркĕве (пристроя) - Евгений епископ пил панипе - 1866-çулта Николай Лебедев благочиннăй святит тунă. Хушма çурта çĕклеме прихутри тĕне ĕненекенсенчен 1 пин тенкĕ ытла укçа пуçтарнă («Симбирские епархиальные ведомости», 1898-çул, 20 №, 53-433 стр.)

Каярахпа - 1869-çулхи çу кунĕсенче - Шăмăрша Чĕмпĕр тата Сызрань епископĕ Евгений (Макарий Сахаров) хăй те килсе каять. Ырă кăмăллăскер, халăхпа чунне уçса калаçать, тĕне ĕненекенсен пурнăçĕпе интересленет.

Евгений епископ пысăк вĕреннĕ çын пулнă, Чĕмпĕре куçса киличчен Мускаври Тĕн академийĕн ректорĕнче ĕçленĕ. «Шăмăршă прихутĕнче 1499 арçынпа 1699 хĕрарăм шутланать, - çапла каласа панă Христофор атте владыкăна. - Штатпа икĕ священник кирлĕ, анчах та - çын çуккипе - хальлĕхе пĕчченех ĕçлетĕп. Прихутри 11 яла кайса çỹреме йывăртарах.

Çулла - лашапа, хĕлле - йĕлтĕрпе çула тухатăп. Çулталăкри шалу - 82 тенкĕ. Удельнири мишавай пирĕн чиркĕве 33 теçеттин çĕр виçсе пани çеç пурнăçа кăштах çăмăллатма май парать». (Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ (ГАУО) 134-мĕш фонд, 2-мĕш уйрăм, 303- мĕш ĕç (дело), 17-19 страницăсем).

Боголюбов чиркỹ летопиçне йĕркелесе янипе те хисепе тивĕç. Христофор аттен мăшăрĕ - Лидия матушка - Шăмăршăри хĕр ачасен шкулĕнче вулама-çырма тата тĕрлеме вĕрентнĕ.

«Пăва уесĕнчи Шăмăршăри Христос Çурални ячĕллĕ чиркỹ çумĕнчи ал ăсти- сем Чĕмпĕр выставкине хутшăнса Архиерей Грамотине тивĕçрĕç. Çав тери илемлĕ тĕрĕллĕ ал шăллисемпе минтер пичĕсене, турăш умне çакмалли карăсене хула çыннисем хапăл тусах туянаççĕ», - пĕлтернĕ «Симбирские епархиальные ведомости» хăйĕн 1871-çулхи 16-мĕш номерĕнче.

 Христофор атте тĕрĕллĕ ал шăллине Шăмăрша ĕçпе килнĕ хаклă хăнана - Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорне Илья Николаевич Ульянова та парнеленĕ. (Ульяновск облаçĕнпатшалăх истори архивĕ, 134-мĕш фонд, 2-мĕш уйрăм, 303-мĕш ĕç (дело), 20-мĕш стр).

Шăмăршă священникне 1888-çулта пысăкрах вырăна - Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи уес хулине Сингилея куçараççĕ. Кунта вăл Покровский соборта ĕçлеме пуçлать. Çулталăкра 400 тенкĕ хысна шалăвĕ тỹлеççĕ. Соборта ĕçленисĕр пуçне Христофор Федорович Сингилей хулинчи училищĕре Турă саккунне вĕрентет. Пултаруллă протоиерея епархи депутатне суйлаççĕ. Вăл çавăн пекех епархири училищĕсен совечĕн председателĕнче те тăрăшать.

Боголюбов пысăк наградăсене тивĕçет: 1876 çулта - набедренникпа, 1877-çулта - скуфьяпа, 1881-çулта - камилавкăпа, 1886 çулта - наперсный хĕреспе, 1899-çулта - Иккĕмĕш степень Çвяттуй Анна орденĕпе, 1914-çулта - Тăваттăмĕш степень Çвяттуй Владимир орденĕпе чыслаççĕ. («Богословский вестник», 1915-çул, июнь, 3-мĕш стр.).

Çакă та интереслĕ: Христофор аттепе Лидия матушка Сингилейре те - Шăмăршăри пекех - ал ăстисен пултарулăхне ỹстерессишĕн тăрăшаççĕ. Матушка хулара пурăнакан чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсене пуçтарса тĕрĕçĕсен кружокне йĕркелет. Чĕмпĕр епархийĕн архиепископĕ Вениамин ирĕк панипе, Чăваш тĕрриллĕ ал шăллисемпе минтер пичĕсене 1915-çулта Ыр кăмăллăх ярмăрккинетăратаççĕ, пухăннă укçана Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче аманнă салтаксене сиплеме çар госпитальне параççĕ. (Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ, 134-мĕш фонд, 2-мĕш уйрăм, 303-мĕш ĕç, 20-мĕш стр.)

Ив.САЛАНДАЕВ.

(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)



29 мая 2026
17:43
Поделиться