Интернатри сăвăç поэзи сехечĕ йĕркеленĕ

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ интернат çуртра пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Акă Александр Михайлов сăвă çырать, хăйĕн хайлавĕсенче ытларах тăван çут çанталăк илемне сăнарлать.

Çак кунсенче Александр клубра поэзи сехечĕ йĕркеленĕ. Хăй каларăшле: «Чун сăввисене» кашнин чĕри патне çитерме тăрăшнă».

Александрăн сăвă тетрачĕ тулсах пырать, кĕнеке кăлармалăх та çителĕклĕ. Тен, ырă çынсем укçа-тенкĕпе пулăшсан, сăвăçăн çутă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрĕ.



29 мая 2026
17:32
Поделиться