Куславккаран - «ылтăнпа», «кĕмĕлпе» тата «пăхăрпа»

МАЙĂН 24-мĕшĕнче Куславкка хулинче триатлон спорчĕн «акватлон» дисциплинипе Чăваш Республикин чемпионачĕ иртнĕ, унта Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнчи шывра ишекенсен уйрăмĕнче вĕренекенсем те хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре Валерия Юманова - «ылтăн», Полина Быкова, Дмитрий Якушов тата Рушания Хамдеева - «кĕмĕл», Марк Глазковпа Эдуард Иванов «пăхăр» медальсем çĕнсе илнĕ. Çак çитĕнỹре Василий Бон- дареев тренер-преподавателĕн тỹпи те пысăк.



29 мая 2026
17:33
Поделиться