Куççульпе юратăва тавăраймăн

«ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ» хаçатра «Шурăмпуç» кăларăм тухса тăнишĕн çав тери савăнатăп. Акă апрелĕн 3-мĕш номерĕнче пичетленнĕ «Ан йĕр, чиперкке...» статьяна вуларăм та алла ручка тытрăм. Çап-çамрăк хĕре каччи улталани, клубра урăххипе ташлани шухăша ячĕ.

«Каччă кỹрентернĕшĕн çапла йĕреççĕ-и вара? Хĕр чух - хĕрĕх тус, пуриншĕн те куççуль юхтараймăн», - тет автор.

Хĕр вара çав-çавах йĕрет. «Манăн вара - пĕр тус çеçчĕ, - хуравлать вăл. - Пăрахрĕ, урăххине юратать».

Эпĕ хĕр ачан ятне пĕлместĕп, çапах та ăна çапла каласа лăплантарас килет: «Куççульпе юратăва тавăраймăн. Эсĕ çамрăк-ха, пурнăçра хăвна килĕшекен çынна та тупăн. Тен, юрату та пулман ку, ăна часах манса та кайăн.

Куççульне шăл та, йăл! кулса, пурнăç илемĕпе савăн. Эсĕ телейлĕ пулатăнах!

АЛИНА.



29 мая 2026
17:40
Поделиться