Людмила Орлова: «Вулавăш хăвачĕ - пĕлĕве ỹстернинче»
Фанфарăсемпе янраттарман, софитсемпе йăлтăртатман профессисем нумай çĕр çинче. Шăпах вĕсем тĕнчене пĕлỹпе ырлăха юнашар тăратаççĕ, иртнипе малашлăха çыхăнтараççĕ. Вĕсенчен пĕри - библиотекарь профессийĕ. Библиотекарь кунĕ умĕн эпир кĕнекесем ĕç кăна мар, шăпа пулса тăнă пирки каласа парасшăн. Ялти кашни çынна паллă ун ячĕ - Людмила Орлова. Вăл - лăпкă паттăрлăхăн чĕрĕ легенди. Людмила Васильевнăн тĕп наградисем - грамотăсем мар, вулакансен çунакан куçĕсем тата ял чĕринчи хăтлă шăплăх.
... «Ял библиотекине заведующи должноçне йышăнас», - тесе çырса хунă 1976-çулта Л.В.Орловăн ĕç кĕнеки çине районти культура пайĕн пуçлăхĕ.
Унтанпа 41 çул вăй хунă Людмила Орлова Асанкасси библиотекинче. Куçăмсăр майпа Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищинче библиотека ĕçĕн специальноçне алла илнĕ. Вăл хăйĕн тивĕçне кунран-кун, çултан-çул тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Вулакансене яланах ăшшăн йышăннă, кирлĕ кĕнекесем суйласа илме пулăшнă.
- Вулакансен йышĕ пысăкчĕ, хăш-пĕр кĕнеке алран-алла каятчĕ, черетпе вулатчĕç, - аса илет библиотека ĕçĕн ветеранĕ. - Кăмăла кайнă кĕнекесем çинчен пĕр-пĕринпе сỹтсе яватчĕç.
2004-çултанпа, модельлĕ никĕс çинче ĕçленĕ май, библиотекăра компьютер технологийĕсемпе анлăн усă курма тытăннă, вулакансен ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшнă.
Орлова ĕçленĕ вăхăтра фондра çичĕ пин ытла кĕнеке упраннă. Библиотекарь вĕсене тирпейлĕ тытма тăрăшнă, нумай вуланипе çĕтĕлнĕ кĕнекесене хутпа-клейпа çыпăçтарнă. Кĕнеке фондне пуянлатса пырассине, çĕнĕ тематика выставки йĕркелессине, вулакан шутне ỹстерессине яланах асра тытнă.
1978-1980-çулсенче Л.Орлова «Районти пултаруллă çамрăк библиотекарь» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 1987-çулта Людмила Васильевна тимлекен учреждени «Районти чи лайăх библиотека» ята çĕнсе илнĕ.
Вулакансене кĕнекепе тивĕçтернисĕр пуçне вĕсемпе вулав кон- ференцийĕсем, диспутсем ирттернĕ, кĕнеке куравне йĕркеленĕ.
Ялти клуб сцени çинче те нумай мероприяти иртнĕ: «Атьăр-ха,каччăсем!», «Атьăр-ха, хĕрсем!», «Пĕрре курсах саврăм-ши?», «Çамрăк мăшăрсем», «Чăваш пики», «Хуняма», «Çамрăк кинсем». Вĕсене ял-йыш яланах кăмăллăн йышăннă, куракансем зал тулли пулнă.
- Мероприятисем валли чăвашла сценарисем хамах çыраттăм. Сценарисене ял пурнăçĕпе çыхăнтарма тăрăшаттăм, - каласа парать Людмила Васильевна.
Ялти ĕç-пуçран та юлман библиотекарь. Çĕр-шывăн халăх перепиçĕн виçĕ кампанийĕн ĕçне хутшăннă. Тĕрлĕ çулта хастар хĕрарăма «Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ», «Вуннăмĕш пилĕк çуллăхăн ударникĕ», «Пĕтĕм Раççейĕн перепиçне активлă хутшăннăшăн» знаксемпе чысланă. Çавăн пекех ăна Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн Культура министерствин, ЧР Профсоюз обкомĕн, районти культура пайĕн грамотисене, дипломĕсене панă. Районти библиотекарьсен çулталăкри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх виçĕ хутчен «Професси енĕпе чи лайăххи» ят пани - ун ĕçне тивĕçлипе хаклани!
Сăмах май, Людмила Васильевна ял хĕрарăмĕсен Канашне 30 çула яхăн ертсе пынă. Шупашкарта иртнĕ Чăваш Ен хĕрарăмĕсен 14-,15-съезчĕсене тата библиотека форумне хутшăнни те - мăнаçлăх! Икĕ созывпа ял Совечĕн депутатне суйланни вара - халăх шанăçне тỹрре кăларни. Шăмăршă районĕн энциклопедийĕ валли Асанкасси çыннисем çинчен материал пухса пани - тăван ен культурипе историйĕн аталанăвне хывнă пысăк тỹпе.
2024-çулта Людмила Орловăна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят панă. Тивĕçлĕ!
- Библиотекарьте ĕçленишĕн эпĕ нихçан та ỹкĕнмен. Вулавăшра ман умĕн икĕ сыпăкри аппам - Вера Долгова (Борзова) тăрăшнă. Династие эпĕ тăсрăм. Вулакансен пĕлỹ шайĕпе тавра-курăмне ỹстерме витĕм кỹнишĕн савăнатăп, - тет библиотека ĕçĕн ветеранĕ.
Н.ВАНЮШИНА,
Асанкасси ялĕ.