Çĕнĕ мелпе - хỹтлĕх карри

Çĕнĕ мелпе - хỹтлĕх карри

Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене хỹтлĕхре тăратмашкăн маскировка сечĕ çыхасси чаткассемшĕн хăнăхнă ĕç пулса тăчĕ. Халĕрех акă ăна капрон колготкипе пенопластран ăсталас ĕç хускалчĕ.

Ял-йыш Анат Чаткасри Культура çуртне кил-хуçалăхра усă курма туяннă электрооборудовани (холодильник, телевизор йышши япаласен) коробкисенче упранса юлнă пенопласта пырса парать. Кивĕ капрон колготкисене те хĕр-хĕрарăм унта çитерет. Сăмах май, хулара пурăнакан ентешсем те урана тăхăнмалли капрона пире килсе параççĕ: акă Ульяновскра пурăнакан Надежда Угасина пĕр сумка-пакет туллиех колготки илсе килчĕ. Пĕрлĕхпе патриотизм палли ку!

Кунсерен 10-13-ĕн пухăнса çĕнĕ мелпе - капрон колготки ăшне пенопластран касса кăларнă «кирпĕчсем» хурса - хỹтлĕх карри çыхатпăр. Хальлĕхе виççĕшĕ хатĕр. Заказ вара нумай. Ку - ăнсăртран мар: асăннă материалсене пилотсăр вĕçекен аппаратсем «курмаççĕ». Пенопластăн пĕчĕк тăваткалĕсене капронпа çавăрса çыхнă хỹтлĕх япали çỹлтен çỹп-çап купи пек курăнать: çынна, вăл пурăнакан вырăна, çар хатĕрĕсене упрамалли чи шанчăклă япала.

Ытти ял çыннисене те чĕнсех калатпăр:

- Ентешĕмĕрсем! Ал айĕнчи япаласенченех хамăр салтакăмăрсене хỹтĕлемелĕх питĕ меллĕ маскировка сечĕ тума пулать. Хỹтĕлевçĕсен пурнăçне çăмăллăх кỹрсен вĕсене Çĕнтерĕве çывхартассинче шанчăк кỹрет. Килес Çĕнтерỹшĕн эпир те - тылрисем - яваплă. Çакна асра тытса хỹтлĕх каррине çыхмалли тепĕр меле алла илер.

Л. НИКОЛАЕВА,

Анат Чаткас ялĕн волонтерсен ушкăнĕн ертỹçи.



29 мая 2026
17:37
Поделиться