Пĕри - сивĕнчĕ, тепри - кăмăлларĕ
ЭПĔ ун чух 16 çултаччĕ. Канмалли кунсенче хулара вĕренекен хĕр тус яла килсен клуба ташлама чĕнетчĕ. Анне мана шанатчĕ, пĕр-икĕ сехетлĕхе яратчĕ. Чăн та, анне сăмахне итленĕ. Хĕр тусăмпа ташлаттăмăр та киле таврăнаттăмăр.
Пирĕн яла кỹршĕ ялтан хĕр шырама каччăсем килетчĕç. Пĕррехинче хĕр тусăма куç хывакан та тупăнчĕ. Каччă пирĕн ялта тăтăшах курăнма пуçларĕ. Килĕшекен хĕре килне ăсатса яратчĕ. Мана кичем пуласран юлташне - Юрăна - çавăтса килетчĕ. Çапла тăваттăн уçăлса çỹреттĕмĕр. Тĕрĕссипе, канмалли кунсене хам та чăтăмсăррăн кĕтекен пултăм. Юрăна курас килетчĕ. Хĕр тусăм хуларан килсенех ун патне чупса каçаттăм, клуба миçере каясси пирки калаçаттăмăр.
Юра тепĕр чух килместчĕ. Кун пек чухне хĕр тусăн савнийĕнчен çыру тыттарса яраттăм. Каярах аттепе анне шкулта лайăх вĕреннĕшĕн телефон та туянса пачĕç. Юрăпа час-часах калаçма тытăнтăмăр. Савни патне вĕçĕмсĕр çыру вĕçтертĕм, тунсăхланине пĕлтертĕм. Чипер каччă урокра та асран каймастчĕ. Класри хĕрсем çакна куратчĕç, ăмсанатчĕç. Вĕсен урама тухма та ирĕк çук-çке. Эпĕ вара клуба çỹретĕп çеç мар, манăн савни те пурччĕ.
Çапла çуркунне те çитрĕ. Экзамен çывхарнăран анне текех клуба тухма ирĕк памарĕ. Тăххăрмĕш класра вĕренеттĕм ун чухне. Юра та шкултан вĕренсе тухма хатĕрленетчĕ. Сайра-хутра çеç тĕл пулма тытăнтăмăр.
Часах çу кунĕсем çитрĕç, экзаменсем те хыçа юлчĕç. Юра Шупашкарти университета вĕренме кĕчĕ. Хĕр тусăм савнипе пĕрлех çỹрерĕ. Амăшĕ те паллакан пулчĕ. Çавăнпа пулас кĕрỹ Юрăна пĕрле чĕнмерĕ. Сайра-хутра çеç килчĕ пирĕн яла савниçĕм.
Манăн вара ăна яланах курас килетчĕ. Унсăр тунсăхлаттăм. Çавăнпа хушăран кỹршĕ яла хам çỹреттĕм. Хĕр тусăмăн савнине çăмăл автомашинăпа леçме ыйтаттăм. Хушăран савнипе тĕл пулмасăрах таврăнаттăм. Эпĕ каччă хыççăн чупнине хĕр тусăм сивлетчĕ. «Юратать пулсан, хăех килет», - тетчĕ.
Çулталăк иртсен хĕр тусăмăн сăмахĕсем тĕрĕс пулнине ăнлантăм. Юра ман патăма шăнкăравлама та, телефона тытма та пăрахрĕ. Ăна манма тăрăшрăм. Тепĕр çулхине Тольăпа паллашрăм. Юра пекехчĕ вăл: çỹллĕ, хура çỹçлĕ, хăмăр куçлă, анчах кăмăлĕпе пачах урăхлаччĕ. Тăтăшах шăнкăравлатчĕ, хăнана килетчĕ. Çавăншăнах ăна килĕштертĕм. Тольăпа хутшăннине пĕлсен Юрăн кĕвĕçỹ çуралчĕ-ши - ман хыççăн чупма пуçларĕ. Эпĕ вара текех ун енне çаврăнса та пăхмарăм...
ЭЛЯ (ятăма улăштартăм).