Пĕрлĕх вăйне туйса

Пĕрлĕх вăйне туйса

Фронтри тата госпитальти салтакăмăрсене пулăшмашкăн аннесен аллисем мĕн кăна тумаççĕ-ши... Типĕ паек хатĕрлеççĕ, çи-пуç тата хỹтлĕх япалисем çĕлеççĕ...

Шăмăршăри «Ял хĕрарăмĕсем» пуçару ушкăнĕ май уйăхĕнче кăна 8 хутчен гуманитари пулăшăвĕ ăсатма хăват çитерчĕ. «Союз афганцев», «Своя Катюша», «Русская община» ушкăнсемпе эпир тачă çыхăнура. Вĕсем урлă нумай-нумай япалана фронтăн тĕрлĕ енне, госпитальсене ăсатма май килчĕ. Дронтан хỹтĕленмелли пысăк 9 тента - Курск енне, «Русская общинăран» - тĕрлĕ калăпăшлă 10 тента, «Своя Катюша» ушкăнран тентсемпе хỹтлĕх утиялĕсем тата носилкăсем парса ятăмăр. Паллах, хамăр янтăланă апат-çимĕç - каснă салма, кириешки, чак-чак, хворост, печени, «мăйăр», козинаки салтакăмăрсем патне çитнĕ.

Çитес вăхăтра Кỹкеçри «Своя Катюша» ушкăнпа тĕл пулма палăртрăмăр. Ку е вăл апата хатĕрлес тĕлĕшпе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни кирлех.

«Ял хĕрарăмĕсем» ушкăн ылтăн алăллă хĕрарăмсене пĕрлештерет. Людмила Саландаева - вырăн таврашĕ (минтер пичĕ, «шăмă» минтер, простынь), аялти йĕм, Марина Ложкина - тент, хỹтлĕх утиялĕ, ал шăлли, çак йĕркесен авторĕ - тент, пончо плащ, «шăмă» минтер, пижама нумай çĕлерĕç. Антонина Ларионовăпа Галина Кузнецова вара çăвăнмалли мунчала сахал мар çыхрĕç, каснă салмапа кириешки самай хатĕрлерĕç. Заказ нумай - ĕлкĕрмелле! Кăнтăрла туса çитерейменнине каçпа вĕçлетпĕр. Пĕрле пухăнса пысăк япаласен - тент, утиял, пончо - ĕлкисене касса хатĕрлетпĕр. Туслăхпа пĕрлĕх тата ăнланулăх пире умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшать, малашлăхра хавхалану кỹрет.

Г. ЕГОРОВА,

Шăмăршăри «Ял хĕрарăмĕсем» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.

 



29 мая 2026
17:37
Поделиться