Ратиттĕл, Çимĕк, Çветтуй Сывлăш кунĕ...
Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн майăн 30-мĕшĕ - Ваттисене асăнмалли кун. Вăл Çимĕкри ратиттĕл шутланать.
Çимĕкри ратиттĕлте вилнисен чунĕсемшĕн чиркỹре литурги ирттереççĕ, вĕсен ячĕпе çурта çутаççĕ, просфор кастараççĕ. Кĕлĕ хыççăн, ку тĕнчерен куçса кайнă çынсене масар çинче асăнаççĕ. Вилнĕ çынсем пире (пирĕн çывăх çынсене) сиен кỹнĕ пулсан та, вĕсем çинчен начар калаçма юрамасть. Масар - сăваплă вырăн, - кунта хыттăн кăшкăрса е усал сăмахпа калаçни, юрă-кĕвĕ янраттарни çав тери килĕшỹсĕр. Чи вырăнли - хамăра лăпкă та тỹлек тытни. Ваттисене эрех-ханшапа мар, пĕлĕмпе-пылпа, вĕсен юратнă апачĕпе асăнни - чи кирли. Шел пулин те, хăш-пĕр ял хавалĕнче масар çинче ỹсĕрĕличчен «асăнни» тарăн тымар янă. Сăваплă вырăнтан тайкаланса тухни никама та чыс кỹмест. Ку хамăра тытма пĕлменнине кăна мар, вилнĕ тус-тăвана хисеплеменнине те кăтартать. Ĕçкĕпе асăнни - ваттисене çăмăллăх мар, йывăрлăх çеç кỹрет. Çакна асра тытар, тăванăмсем.
Çимĕке Мăнкун иртсен 50-мĕш кунхине, вырсарникун, паллă тăваççĕ. Кăçал Çимĕк уявĕ (Троица) майăн 31-мĕшĕнче пулать.
Çак уява 3 кун паллă тăваççĕ. Уяв пĕлтерĕшĕ - Çветтуй Сывлăш апостолсем çине анни, апостолсенчен Çĕр çийĕн саланни, çав ырă вăхăтпа кашни çын хăйĕн вилĕмсĕр чунне çăлма пултарни.
Вырсарникун чиркỹсенче Çимĕк ячĕпе служба иртет. Чиркỹсене ешĕл йывăç (хурăн, вĕрене, юман) тураттисемпе илемлетеççĕ. Урайне симĕс курăк сараççĕ. Священниксем изумруд тĕслĕ (симĕс) тăхăнаççĕ.
Христианинсем чиркỹре сăвапланă хурăн турачĕсемпе чỹречесене илемлетеççĕ тата вĕсене курăнмалла çĕре, кайран Тур кĕтессине хураççĕ. Çакă вăл кил-çурта упранма май парать тата телей кỹрет.
Çимĕк кунĕ тус-тăвана саламласси тата тĕн кĕнекисене (уйрăмах - Библие) вуласси çирĕп йăлара.
Çветтуй Сывлăш апостолсем çине аннă куна (День Святого Духа) кăçал июнĕн 1-мĕшĕнче уявлаççĕ. Çак кун чиркỹре литурги иртет. Çимĕк кунĕнче илемлетнĕ ешĕл йывăç турачĕсем çак кун та (пĕр эрне хушши) тăраççĕ.
Чиркĕве кайма май пулмасан килте тĕн кĕнеки вуласан аван. Çемьепе, тус-тăванпа сĕтел хушшинче ларма кăмăллă. Сĕтел çинче чи малтан çăкăр, кукăль, пĕлĕм лартмалла.
Çветтуй Сывлăш кунĕнче вăрçăнасран, усал сăмах каласа кỹрентересрен асăрханмалла. Çынна пулăшма тăрăшмалла.
Çак праçниксене лайăх ирттерме ырлăх-сывлăх сунатăп.
Турă пилĕпе - Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.