Шыва кĕмелли вырăнсене водолазсем тĕрĕслеççĕ
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн администрацийĕн йышăнăвĕпе, кăçалхи çу кунĕсенче шыва кĕмелли 5 вырăн çирĕплетнĕ. Иртнĕ эрнере çак вырăнсене Шупашкарти водолазсем тĕрĕслеме тытăннă. Майăн 21-мĕшĕнче водолазсем Пуянкасси ялĕ çывăхĕнчи пĕве тĕпне тĕрĕсленĕ, шыва кĕме хăрушлăх çуккине çирĕплетнĕ.