Шăмăршăсене çĕпрелсем алă çупса саламланă
ÇАК кунсенче Тутарстанри Кивĕ Çĕпрел ялĕнче мини-футбол вăййин регионсем хушшинчи турнирĕ иртнĕ. Ăмăртăва Аслă Çĕнтерỹ 81 çул тултарнине тата СВО паттăрĕсене халалланă. Турнира 2017-çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех çамрăксен командисем хутшăннă.
Вăйăра - пурне те парăнтарса - «Интер-кăваккисем» команда (Шăмăршă) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта - «Çĕпрел» команда футболисчĕсем. «Интер-саррисем» команда (Шăмăршă) виççĕмĕш вырăна тухнă.