Тивĕç

Чăн-чăн арçыннăн чи сăваплă тивĕçĕ - Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси. Çакна мĕн пĕчĕкрен ăша хывнă Палтиелĕнче çуралса ỹснĕ Виталипе Анатолий Чекушкинсем. Ашшĕ Семен Иванович яппун вăрçине хутшăннă, амăшĕ Мария Григорьевна тыл ĕçченĕ пулнă, ывăл-хĕрне ачаллах тăван яла, Çĕр-шывăмăра юратма вĕрентнĕ, вĕсемшĕн усăллă пулас туртăма аталантарнă. Ку йĕрсĕр иртмен. Виталипе Анатолий шăписене çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Иккĕшĕ те - пограничниксен çарĕсен офицерĕсем, иккĕшĕ те - Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланăскерсем.

... 1957-çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Шăмăршă районне кĕрекен Палтиел ялĕнче çичĕ ачаллă колхозник çемйинче кун çути курнă Виталий. Ял ачи пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ, туслăхпа пĕрлĕх хакне туйса çитĕннĕ.

1964-1974-çулсенче тăван ялăн вăтам шкулĕнче ăс пухнă, вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынă, мероприятисенче хастарлăх кăтартнă.

Çар çынни пулас ĕмĕт Палтиел çамрăкне 1974-çулта Тамбоври Ф.Э.Дзержинский ячĕллĕ Аслă Авиаци Техника училищине илсе çитернĕ. 1977-çулта Тамбоври Аслă Авиаци Инженери училищинчен (малтанхи ячĕ улшăннă) отличипе вăтам курсран вĕренсе тухнă. Училищĕре вĕреннĕ вăхăтра В.Чекушкина Пограничниксен çарĕсен Авиацийĕнче тăма суйласа илнĕ.

1977-çулта «лейтенант» званиллĕ çамрăка - самолетсемпе вертолетсен çар радиотехникне - Владивостокри Хĕрлĕ Ялавлă Лăпкă океанăн пограничниксен округне яраççĕ. Унтан ăна службăна малалла тăсма Петропавловск-Камчатскинчи çар чаçне куçараççĕ. Кунта В.Чекушкин 1984-çулччен тăрать: малтан КА -25 вертолетăн навигаципе локаци оборудованийĕн связнойăн аслă механикĕн ĕçĕсене тăвать; каярах МИ-4, МИ-8 вертолетсен тата КА -25, КА -27 вертолетсен отрячĕн радиоэлектрон оборудованийĕн ушкăнĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.

1984-çулта Виталий Чекушкин командировка енĕпе Душанбе хулинче пограничниксен çарĕн авиаци полкĕнче пулать. Авиа- ушкăна кайран пограничниксен «Тяндо», «Московский», «Калай-Хумб» отрячĕсене пайласа яраççĕ. Çак точкăсенчен Демократиллĕ Афганистан Республикине интернационалла пулăшу памашкăн ятарлă заданисем параççĕ.

1984-çултах «капитан» званиллĕ чăваш офицерĕ çар службин тивĕçĕпе Казах ССРне, Хĕвел тухăç пограничниксен округне, командировкăна каять. Кунти çар чаçĕнче 1994-çулччен тăрать, АН -26, АН -72, ЯК-40 самолетсен тата МИ-8 вертолетсен радиоэлектрон оборудованийĕн ушкăнĕн начальникĕ пулать. Ун хыççăн радиоэлектрон оборудованийĕ енĕпе авиаполкăн аслă инженерĕн ĕçĕсене тăвать.

1988-çулта авиаушкăн йышĕнче ДРА территорийĕнчи Гульхана ялĕнче пулма тивнĕ тата. Ку Палтиел арĕшĕн Афганистанри иккĕмĕш командировка пулнă.

Пĕлĕве ỹстересси çинчен те манмасть В.Чекушкин. 1982-1989-çулсенче Киеври Гражданла авиаци инженерĕсен институтĕнче куçăмсăр (заочно) майпа вĕренет: вĕçекен аппаратсен радиоэлектронлă оборудованине эксплуатацилекен радиоинженер специальноçне алла илет.

1994-çулта офицера Йошкар-Ола хулинчи çар чаçне куçараççĕ. Кунта Виталий Семенович 2002-çулччен, тивĕçлĕ канăва тухиччен, вăй хурать

Çар тивĕçне таса чунпа пурнăçланăшăн Правительство Виталий Чекушкина 2-степеньлĕ «СССР пограничниксен çарĕсен отличникĕ», 3-степеньлĕ «РФ пограничниксен çарĕсен отличникĕ», «Афганистанăн тав тăвакан халăхĕнчен», «СССР патшалăх границин сыхлавĕнче палăрнăшăн», 2-степеньлĕ «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальсемпе чысланă.

Хальхи вăхăтра отставкăри офицер Мари Элăн тĕп хулинчех пурăнать. Мăшăрĕпе Галина Никандровнăпа пĕрле ывăлĕпе хĕрне пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Виталий Чекушкинăн ырă тĕслĕхĕпе унăн тăван шăллĕ те - Анатолий (1960-2023) - çар служащийĕн кăткăс та яваплă ĕçне суйласа илнĕ.

Вăл срочнăй службăна пограничниксен çарĕнче ирттерме кăмăл тунă, салтакра Тува АССРĕнче тăнă. Çар службин отличникне Октябрь революцийĕн орденĕллĕ, Хĕрлĕ Ялавлă СССРăн КГБ Пограничниксен аслă команднăй Алма-Атари училищине вĕренме янă (1983).

1983-1985-çулсенче Анатолий Чекушкин Байкал леш енĕн пограничниксен округĕн Сретенски пограничниксен отрячĕн 11-мĕш Пограничниксен заставин пограничниксен заставин начальникĕн заместителĕнче тăрăшнă. 1985-çулхи февральте çар офицерне ДРА-на вырăнти халăха душмансенчен хỹтĕлеме янă. Анатолий Чекушкин ертсе пыракан подразделени бандитсен ушкăнĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă. Пĕр хĕрỹ çапăçура командир аманнă тата контузи илнĕ - пур пĕрех çапăçу вырăнĕнчен кайман. Ăна хăюлăхпа паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Çавăн пекех Анатолий Семеновичăн çарти ĕçне «Чикĕри службăшăн», «Афганистанăн тав тăвакан халăхĕнчен», «СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене - 70 çул», «Раççей ФСБ пограничниксен службине - 95 çул», «Афганистанра çапăçусем вĕçленнине асăнса», медальсемпе, 1-тата 2-мĕш степеньлĕ «СССР пограничниксен çарĕсен отличникĕ», «Пограничник çарĕсен ветеранĕ» знаксемпе, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе палăртнă. 1987-çулта сывлăхĕ япăхланнине кура Анатолий Семеновича отставкăна янă. Хăйĕн кĕске пурнăçĕнче те Анатолий Чекушкин гражданла позицие çирĕп тытса пынă, запасри офицер обществăра хастарлăхпа палăрнă. Мăшăрĕпе Нина Михайловнăпа виçĕ ывăла тĕрĕс воспитанипарса çĕр-шывшăн усăллă çынсем тунă.

... Тăван çĕр-шыв, тăван халăх, тивĕç... Уйрăлми ăнлавсем... Пĕр тăван Чекушкинсемшĕн вĕсем - нихçан та, нимĕнпе те улăштарман чи пысăк хаклăхсем пулнă, пулаççĕ, пулĕç те. Çакăнта мар-и-ха чăн-чăн Çыннăн Çĕр çинчи пĕлтерĕшĕ...

Зинаида СВЕКЛОВА.

 



29 мая 2026
17:39
Поделиться